19 мая 2017 г.
Майăн 15-мĕшĕ районти ЗАГС уйрăмĕнче хăйне евĕр пысăк уяв пекех туйăнчĕ. Ирпе-ирех Патăрьелĕн Çырăнтару керменĕнче хаваслă юрă-кĕвĕ иртен-çỹрене тыткăнларĕ. Кăнтăр апачĕ хыççăн вара хăтлă зала тĕрлĕ çулхи çынсем пĕрин хыççăн тепри пуçтарăнчĕç: шурсухалсем те, çамрăксем те, шăпăрлансем те халь-халь чуна тыткăнлакан мероприяти пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Çакăн валли сăлтавĕ те пур. Пĕрлештернĕ нацисен Генеральнăй Ассамблейин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн 1993 çултанпа паллă тăвакан Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те чыслăн паллă тăвасси ырă йăлана кĕнĕ. Чăваш Енте ят панă Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче ЗАГС тĕпелне йыхрав янă çемьесем те ытти çулсенчи пекех чи-чи кăтартуллисем, ырă тĕслĕхлисем, çутă та таса ĕмĕтлисем пулчĕç.
Залра мăнаçлăн çеç Мендельсон маршĕ янăраса кайрĕ. Патăрьелĕнче пурăнакан Владислав Александровичпа Наталия Алексеевна Раковсем 20 çул каяллахи пекех пĕр-пĕрне ăшшăн алă парса утса кĕчĕç, юбилейçĕсен Хисеплĕ кĕнеки çине каччăпа хĕр чухнехиллех алă пусрĕç. Икĕ теçетке çул историшĕн пысăк паллă мар темелле. Çапах та хăйсен вăй-халĕпе çемье çавăрса пурнăçа сыпăнтаракан çамрăксемшĕн вăл самай çавра паллă. Çак тапхăрта мăшăрăн чылай йывăрлăха пĕрле парăнтарма тивнине йышăнмаллах: виçĕ ачана çуратса ỹстересси те, хуçалăха тĕреклĕн тытса пырасси те çăмăлах мар. Ку тĕлĕшпе çемьере килĕшỹ, ăнлану, пысăк юрату пулни вара Владислав Александровичпа Наталия Алексеевнăна пурнăç çулне уçса, хавхаланса пурăнма çеç пулăшнă. Ахальтен мар çак ĕçчен те пултаруллă, сăпайлă, ăшпиллĕ çемье 2010 çулта районта, 2015 çулта вара республикăра çемьесем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра чи-чи кăтартуллисем пулнă.
_ Сирĕн çемье ăшшин вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? _ кăсăклантăм мăшăртан.
_ Чăн малтан пĕр-пĕрне ăнланнинче, йывăрлăхпа савăнăçа пĕрле пайлама пĕлнинче тесе шутлатпăр, _ пĕр шухăшлăн пĕлтерчĕç Раковсем.
Сăмах май каласан, кил хуçи хĕрарăмĕ чылай çул районти тĕп библиотекăра пай заведующинче, мăшăрĕ вара районти пушар чаçĕнче тăрăшаççĕ. Иккĕшĕ те хаçат-журнал, кĕнеке вулама юратаççĕ, общество пурнăçĕнче те хастар.
Районăн Хисеплĕ кĕнекинче хăйсен хушамачĕ айне алă пусакан тепĕр илемлĕ мăшăр _ Сафьяновсем: Сергей Геннадьевичпа Надежда Васильевна. Вĕсем пурнăç сукмакне пĕрле такăрлатма пуçланăранпа çак кунсенче вун пилĕк çул çитнĕ. Урăхла каласан, пурнăçăн анлă каçалăкĕнче хăйсен вырăнне тупма ĕлкĕрнĕ çак мăшăр. Сафьяновсем харпăр хăй ĕçне уçнăранпах çемьепе пĕрле тăрăшаççĕ, халăха кил-тĕрешре, хуçалăхра кирлĕ таварсемпе тивĕçтереççĕ. Сергей Геннадьевич предприниматель çеç мар, Патăрьел ял тăрăх депутачĕ те шутланать. Çавăнпа та хăйĕн тивĕçне пурнăçласа унăн час-часах суйлавçăсен ыйтăвĕсене те татса пама тивет.
Çемье савăнăçĕ, телейĕ _ ачасенче. Александр ывăлĕпе Жанна хĕрĕ шкулта çеç вĕренеççĕ пулин те ашшĕпе амăшĕн пысăк пулăшуçисем.
Çак кунхинех Мендельсон маршĕ Кзыл Чишмари Айратпа Алсу Шакировсемшĕн пĕрремĕш хут янăрарĕ. Çамрăк мăшăр çемьеллĕ пурнăçа шăп та лăп Çемье кунĕнчен пуçлама шут тытнă. Çавăнпа та чыслă лару-тăрура вĕсем пĕр-пĕрин пỹрнине ылтăн çĕрĕсем тăхăнтартнине курма та, ашшĕ-амăшĕн, тăванĕсен пилне итлеме те кăмăллă пулчĕ: телей те юрату сире, çамрăксем!
Хисеплĕ те паллă кунпа юбилярсене, çавăн пекех хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма сертификат илме тивĕçнĕ çемьесене чăн малтан район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ социаллă аталану, туризм тата вырăнти самоуправлени ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Марат Айзатуллов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Виктор Львов, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕн çумĕ, Патăрьелĕнчи тĕп библиотека директорĕ Надежда Исаева ăшшăн саламларĕç. Çемье тĕреклĕ те çирĕп пулсан çеç пирĕн çĕршыв, республика, çав вăхăтрах тăван районăмăр та ăнăçлă аталанса пырĕ. Уяври тĕп шухăшсенчен пĕри шăпах çакă пулчĕ те. Çавăнпа та районти ЗАГС пайĕн ертỹçи Наталья Емелина уява пĕтĕмлетнĕ май пурне те çирĕп сывлăх çемье ăшши, килĕшỹпе тату пурнăç сунчĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)