19 мая 2017 г.
Районта акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен ассоциацийĕ тата вĕрентỹ пайĕ пуçарнипе çулсерен ют чĕлхепе тĕрлĕ конкурс иртет.
Юрлассипе, сăвă вулассипе, эссе çырассипе тупăшаççĕ. Ку хутĕнче экзамен тытакансем хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Вăл калаçу мелĕпе иртрĕ. Заданисем йăлт экзаменти пекех пулчĕç. Тĕрĕслеве районти акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен ассоциацийĕн ертỹçи З. Чабатова йĕркелерĕ. 8 класра вĕренекенсенчен Аслă Чементи вăтам шкулти И. Дубининăпа А. Ананьева палăрчĕç. Иринăпа Ангелина малашне хăйсен пурнăçне ют чĕлхепе çыхăнтарасшăн. Вĕсем çак предметпа тĕрлĕ конкурсра темиçе хут та палăрнă. Районти олимпиада призерĕсем, "Excelsiour" фестиваль конференцийĕн çĕнтерỹçисем. Тăххăрмĕшсем хушшинче кĕрешỹ çивĕчрех пулчĕ. Кунта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен З. Тазетдинова илемлĕ тата йăнăшсемсĕр калаçнипе комисси членĕсене пурне те тыткăнларĕ. Иккĕмĕш вырăна çак шкулти Е. Филиппова тата И. Цветкова йышăнчĕç. Хĕрачасене виççĕшне те З. Чабатова вĕрентет. Виççĕмĕш вырăна Аслă Чементи вăтам шкулти К. Фролова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти П. Краснова (вĕрентекенĕ Ф. Югаметова) тата Турханти вăтам шкулти Ю. Сымова (вĕрентекенĕ А. Рыбкина) пайларĕç.
10-11 классенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Шулеповăпа А. Петрова малти вырăнсене йышăнчĕç.
Комисси членĕсем ачасем экзаменсене лайăх хатĕрленнине палăртрĕç, çитменлĕхсене каласа хăварчĕç. Экзамен тытма кĕске вăхăт юлнине шута илсе конкурс вăхăтлă тата усăллă иртрĕ тесе хаклас килет.
Н. КОШЕЛЕВА, Аслă Чементи вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)