19 мая 2017 г.
Канаш хулинчи ачасемпе çамрăксен "Локомотив" спорт шку- лĕнче 2003-2005 тата 2006-2008 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе пысăк ăмăрту иртрĕ.
Уçă турнира Раççейри мăсăльман тĕн управленийĕ Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалланă. Кăçалхипе ăна вĕсем иккĕмĕш çул йĕркелерĕç. Спортсменсем Мордва, Мари Эл республикисенчен, Хусан, Ульяновск хулисенчен, Шупашкар спорт шкулĕнчен тата ытти çĕртен те килнĕ. Ăмăртура 200 ытла çамрăк вăй виçрĕ.
Çивĕч иртрĕ кĕрешỹ. Пирĕн ра-йон чысне спортшкулăн Ишлĕри филиалне çỹрекен 7 класра вĕренекенсем хỹтĕлерĕç. Хăйсен виçисенче Е. Смирнов (38 кг) 32 ача хушшинче виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. М. Ерофеев 50 кг виçере пурне те парăнтарса финалта Хусан командин кĕрешỹçине çĕнтерсе пĕрремĕш вырăна çитрĕ.
Именкассинчи 2 класра вĕренекен С. Кириллов ăнăçлă кĕрешрĕ. Унăн виçинче ковер çине 18 кĕрешỹçĕ тухрĕ. Сергей иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Вăл кăçалхи ăмăртусенче çеç тăваттăмĕш медаль çĕнсе илчĕ.
Мала тухнисем медальсене, дипломсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç.
М. ЗЕЙНЕТДИНОВ, тренер
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)