26 мая 2017 г.
"Чăваш Ен Юстици министерствине вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрле усă курман пурлăха тупса палăртас тĕллевпе "Халăх инвентаризацийĕ" акци ирттерме хушатăп. Кашни объектăн хăйĕн хуçи пулмалла, ăна тивĕçлĕ шайра тытса тăмалла! Республикăра пурăнакансене асăннă акцие хастар хутшăнма чĕнсе калатăп". ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çыруран.
Паян кашни ялта тенĕ пекех хăтлăхпа илемлĕхне çухатнăран тăлăххăн ларакан пушă çуртсем, выльăх-чĕрлĕх сассине тахçанах маннă витесем пур. Вĕсем тавра вĕлтĕренпе куршанак ашкăрать. Шăпах усă курман тата налук çаврăнăшне кĕртмен куçман пурлăх объекчĕсене тупса палăртасси пирки каланă та ĕнтĕ ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Республикăра çавна май "Халăх инвентаризацийĕ" акци йĕркеленĕ.
Акцие пуçаракансем тупса палăртнă объектсен хуçисене вăл е ку объекта патшалăх кадастр учетне тăратмаллине тата харпăрлăха куçармаллине пĕлтереççĕ. Хуçи тупăнмасан ял тăрăх пуçлăхĕ кирлĕ документсем туса "Усă курман куçман пурлăх объекчĕ" тесе палăртса регистрацилет, муниципалитет харпăрлăхне куçарать.
Кашни районтах "Халăх инвентаризацине" ирттерме ĕç комиссийĕсемпе ушкăнсем йĕркеленĕ. Вĕсен йышне район администрацийĕн тата ял тăрăхĕсен специалисчĕсем, налук службин ĕçченĕсем, Росреестр тата Роспотребнадзор специалисчĕсем кĕреççĕ.
Ятарлă комисси усă курман объектсене тупса палăртас тĕллевпе Ишлĕ, Пикшик, Çĕньял, Турхан, Туçа, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенче пулчĕ, хуçасăр çуртсемпе хуралтăсене шута илчĕ. Ял тăрăхĕсенче халь шăпах вĕсене регистрацилессипе ĕçлеççĕ.
А. МЕДВЕДЕВА, район администрацин ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай специалисчĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)