АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă е усал эс, Интернет?

26 мая 2017 г.

 Çурхи çанталăк куçа илĕртет, урама йыхравлать. Кунĕпе пỹлĕмре ĕçлесе ывăнатăн та, каç кỹлĕм çанталăк илемне курма, уçă сывлăшпа киленсе çỹреме тула тухас килет. Эпир те юлташпа час-часах çывăхри культурăпа кану паркне тухса утса çỹретпĕр. Темиçе хут ĕнтĕ унта пĕр ушкăн яшсемпе хĕрсене тĕл пулатăп. Вĕсем ахăлтатса кулаççĕ, пĕр-пĕрне хăваласа чупаççĕ, шуйхашаççĕ. Халĕ ытларах çамрăксене Интернет тетелĕнче курма хăнăхнăран, вĕсене сăнаса тăнă хыççăн тĕлĕнсех кайрăм: пĕри те аллине телефон тытман!

Вĕсен патне çывăхарах пытăм, калаçу пуçларăм. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 8 в класс вĕренекенĕсем иккен. Час-часах пĕрле пуçтарăнса уçăлса çỹреме юратаççĕ хĕрсемпе каччăсем. Эпĕ вĕсене пурне те пĕр ыйту патăм: "Мĕнле хутшăнусем сире ытларах килĕшеççĕ _ Интернет урлă е пĕр-пĕрне куçран пăхса калаçсан?" Хуравĕсем темĕн тĕрлĕ те пулчĕç. Халĕ чи кăсăклисемпе паллаштаратăп.

Вася Марков, Патăрьел ялĕ:

"Интернет тетелĕ чăнах та интереслĕ информаципе пуян. Хыпарсене вулатăн, тĕлĕнмелле илемлĕ ỹкерчĕксем куратăн _ тата та ытларах илĕртме пуçлать. Вăхăт мĕнле иртсе кайнине сисме те çук. Социаллă сетьсенче те çавах: кам ăçта каннă, мĕн çинĕ, мĕнле ĕç тунă _ пурте куç умĕнче. Виртуаллă пурнăç пекех _ килтен тухмасăр веçех пĕлетĕн, пурне те куратăн. Анчах та юлташсемпе куçа-куçăн курнăçнинчен лайăххи ним те çук. Çавăнпа та çамрăксене тĕл пулса калаçма, çĕнĕ хыпарсене пуçтарăнса сỹт- се явма сĕнесшĕн".

Федя Шуряшкин, Тăрăн ялĕ:

"Эпĕ шкула урăх ялтан çỹренипе, чăнах та мĕнле те пулин ыйту сиксе тухсан тỹрех телефон ярса тытатăп. Социаллă сетьсенче хамăр класпа ятарлă ушкăнсем уçрăмăр, çавăнта веçех сỹтсе яватпăр. Çапах та май пур чухне велосипед çине утланатăп та кĕске хушăрах Патăрьелне çитетĕп, юлташсемпе тĕл пулатăп. Интернет пачах те кирлĕ мар тесе каламастăп _ пĕр-пĕрне тупма та лайăх, килтен киле шыраса çỹремелле мар, çырса çеç яр _ туххăмрах пуçтарăнаççĕ. Уроксем тунă чухне те нумай ыйтăва уçăмлатса парать. Çапах та ытларах куçран пăхса калаçнине нимĕн те çитмест. Çыннăн калас сăмахне илтни çеç мар, сăнĕнче чăн-чăн эмоцине курмалла. Хăш чухне вăл мĕн калас тенине сăмахсăрах ăнланма пулать".

Гузель Югаметова, Шăнкăртам ялĕ:

"Мана юлташсем çумра чухне нимĕнле Интернет та кирлĕ мар. Пĕчченлĕхре экран çине пăхса лариччен урамра уçăлса çỹрени лайăхрах. Халĕ тата тĕрлĕ вирус ярса программăсене юрăхсăра кăлараççĕ, социаллă сетьсенче вырнаçтарнă сăн ỹкерчĕксене, харпăр-хăй çинчен çырнă информацие усал шухăшлă çынсем копи туса илсе кирлĕ мар çĕрте усă кураççĕ. Çавăнпа та пĕтĕм тĕнчери "эрешмен картинче" хамăр çинчен нумай пĕлтермелле мар, чăн кирлине пĕр-пĕрне тĕл пулсан çеç каласа памалла. Асăрхануллăрах пулни хамăршăн лайăх".

Акă еплерех шутлаççĕ паянхи каччăсемпе хĕрсем. Чăнах та, нумайăшне тĕрĕс калаççĕ вĕсем. Кирлĕ информацие электрон мелĕпе усранăран, халĕ тата Интернетра "облако" текен ятарлă управ вырăнĕ пулнăран сăн ỹкерчĕксене те пичетлеместпĕр, документсене те унтах усратпăр. Хаккерсем вара çавăнпа усă курса вируссем салатса мĕн кирлине йăлтах тĕп тăваççĕ. Тен, çав информацисене унчченхи мелпе фотоальбомсенче тата ятарлă хут папкăсенче те упрамалла? Темĕн каласан та пурнăçа пĕрре кĕнĕ Интернет лайăххине те, начаррине те парать. Пĕлсе кăна усă курасчĕ, усал шухăшлă çынсен серепине лекес марччĕ.

Н. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика