АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чикĕ хуралĕнче

26 мая 2017 г.

Совет çĕршывĕ чикĕ хуралне йĕркелес тĕлĕшпе Декрет кăларнăранпа 99 çул çитет. Унтанпа Ишлĕрен пограничник пулса сахалăн мар хăйсен тивĕçне пурнăçларĕç. Чи малтанхи чикĕ хуралçи В. Сорокин пулнă. Владимир Тимофеевич вăтăрмĕш çулсен варринче Хабаровск тăрăхĕнче Совет Союзĕпе Китай чиккине сыхланă.

Аллăмĕш çулсен пуçламăшĕнче Илья Григорьев Хĕвеланăç Украинăра çĕршыв чиккине сыхланă. Çав вăхăталлах Михаил Анисимов пограничник-кавалерист Туркменинче чикĕ хуралĕнче тăнă.

60-70-мĕш çулсенче Василий Казеев Турци, Анатолий Долгов Китай, Павел Никитин Афганистанпа Совет Союзĕн чиккинче хăйсен çар хĕсметне ирттернĕ. Тепĕр 10 çултан Анатолий Матвеев Сахалин утравĕнче, Виталий Казеев, Владимир Мерзлов, Николайпа Анатолий Федотовсем Туркменипе Иран чиккинче çар тивĕçне пурнăçланă. Александр Федотов Совет Союзĕн кăнтăр чиккине сыхланă. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн "За боевые заслуги" медале тивĕçнĕ.

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Виктор Родионов, Николай Семенов, Александр Родионов Раççейпе Турци чиккинче тăнă.

Хăйсен пурнăçне тăван çĕршыв чиккине сыхлас ĕçпе çыхăнтарнă офицер-пограничниксем те пур. Владислав Зай- цев Алма-Атари чикĕ хуралĕн аслă çар училищинче вĕреннĕ хыççăн Казахстанра застава начальникĕнче, каярахпа Австри тĕп хулинче службăна малалла тăснă. Юлашки вăхăтра Эстони чиккинче тăрать.

Захар Никитина Китайпа Раççей хуралне яраççĕ. Кĕçĕн лейтенант курсĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн застава пуçлăхĕн çумĕнче, начальникĕнче çар службине малалла тăсать. Заочно майпа Хабаровскри чикĕ çарĕсен институтĕнче вĕренет. Подполковник Воронеж обла- çĕнче çар ретĕнче тăрать.

Сергей Карзаков 2011 çулта Мускаври пограничниксен институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Çак енĕпе службăна тăсать.

В. ЗАЙЦЕВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика