АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çарти туслăх хурçăран çирĕп

26 мая 2017 г.

Аслă Чемен, Упамса, Нăрваш Шăхаль каччисем виçĕ теçетке ытларах çул каялла пĕрле чикĕ хуралĕнче тăнă. Çарти туслăх çирĕп пулнă вĕсен. Çакна паянхи килĕшỹ те çирĕплетет. Александр Владимирович авланса çемьеллĕ пулнă хыççăн юлташĕ- сенчен пĕрне хĕрне, тепĕрне ывăлне тыттарса хреснаттеллĕ тунă.

А. Фроловăн хастарлăхĕ паян та иксĕлмест. Кирек хăш ĕçе те çанă тавăрсах пуçăнать вăл. Масар патне каякан çула тăпра турттарса тикĕслеме хутшăнни çеç мĕне тăрать. Ырă канаш паракансем те тупăнчĕç. Çак ĕçре унпа пĕрле хăйсен техникисемпе В. Вахмистров, В. Чернов, В. Ти- мошкин, А. Иванов тăрăшсах вăй хучĕç.

Çĕр ĕçĕпе пурăнаççĕ Аслă Чементи Фроловсем. Сухан-севок, çĕр улми çитĕнтереççĕ. Тĕш-тырă, курăк акнă анисем те пур. Хăйсен техники вара çителĕклех. Кăкарса ĕçлемелли агрегачĕсене хатĕрленĕ.

Аслă пĕлỹллĕскер, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн дипломне илнĕскер, Александр Владимирович шкулта ĕç вырăнĕ пулманнишĕн кулянса ỹкмен. Çуралса ỹснĕ тăван кĕтесрен каяс шухăша та пуçа кĕртмен. Аслашшĕсен çуртне вĕлтĕрен пусма паман.

Ăрăва малалла тăсакансем те харсăр Фроловсен. Сергей ывăлĕ те салтак пăттине çинĕ. Халĕ Шупашкарта ĕçлет. Çемьеллĕ. Карина хĕрĕ ялти шкулăн 9 класне çỹрет.

Мăшăрĕ вара _ Альбина Сергеевна _ ялти ача садĕнче ĕçлет.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика