АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнỹ, ырă улшăну _ пĕрлехи ĕçĕн результачĕ

26 мая 2017 г.

 Иртнĕ эрнере правительство çурчĕн Пысăк залĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сывлăх сыхлавĕн министерствин, Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин, Спорт министерствин ĕçтешĕсемпе  Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çу уйăхĕнче алă пуснă указĕсене пурнăçа кĕртессипе йĕркеленĕ ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене тĕплĕн пăхса тухрĕç.

Пысăк пухăва Патăрьел район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селивановпа пĕрлех маларах асăннă отрасльсене районта ертсе пыракан ертỹçĕсем те хутшăнчĕç. Коллегисен пĕрлехи ларăвĕнче чăн малтанах Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕнчи указсене пурнăçа кĕртсе Чăваш Енте граждансен тĕрлĕ сферăри ыйтăвĕсене, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентỹпе культура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсене татса пама май килнине палăртрĕ. Пурнăçланă ĕçсене танлаштаруллă цифрăсемпе çирĕплетни вара республика çитĕнĕвĕ, халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе тунă ырă улшăнусене кăтартса пачĕ. Юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарассипе йышăннă программа туллин пурнăçланни, ача сачĕсенче черет пулманни, бюджет пайĕнче ĕçлекенсен шалăвĕ юлашки пилĕк çулта палăрмаллах ỹсни никамшăн та вăрттăнлăх пулманнине пĕлтерчĕ Михаил Васильевич.

Хальхи вăхăтра патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе республикăра нумай функциллĕ центрсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çынсем унăн пĕлтерĕшне туйни, ăна хак пани кăмăллă. Чăваш Енте пурăнакансен 94 проценчĕ çак пулăшупа усă курать. Патăрьел районĕнчи нумай функциллĕ центр директорĕ Юлия Селиванова пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна пирĕн ра йонти халăхăн 97 проценчĕ асăннă МФЦăн клиенчĕсем шутланаççĕ. Çынсене йышăнакан çичĕ чỹречере 178 тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтереççĕ. Анлă канашлăва кĕртнĕ тĕп ыйтусемпе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Эльвира Матренина отчетсем турĕç, залра ларакансене кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕç. Ведомство ертỹçисем те хăйсен сăмахĕнче чылай кăтартуллă цифрăсем илсе кăтартрĕç. Сывлăх министрĕн отчетĕнчен республикăра вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ ỹссе пыни савăнтарчĕ: хальхи вăхăтра 100 çултан иртнĕ 98 çын, 85 çул урлă каçнă 17355 çын пурăнать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хальхи вăхăтра 100 çул тултарнă виçĕ, 85 çултан иртнĕ 871 ватă пурăнать. Виçĕ ачаллă 540, тăваттăлли 86, пиллĕкли 29, улттăлли 7, çиччĕлли икĕ çемье. Нумай ачаллă çемьесем çулсерен ỹссе пыраççĕ.

В.ренту пайĕнче ырă ылмашусем тăвас тесе, çу уйăхĕнче кăларнă указсене тĕпе хурса Чăваш Енре кашни çул вăтамран 15 миллиард тенкĕ уйăрса хăварнă. Çакă республика хыснин пĕрре виççĕмĕш пайĕ шутланать тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин вĕрену тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе республикăра шкул çулне çитмен ачасемпе çыхăннă ыйтусене татса пама  пĕтĕмпе 5 çул хушшинче 5 миллиард тенкĕ ытла укçа  тăкакланă.  Инвестици хывнине кура, республикăра инфратытăм ырă енне улшăнса пыни пурсăмăра та пурăнма хавхалантарать.  Шкулти спорт залсене пĕтĕмпех тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, 8 çĕнĕ шкул хăпартса лартнă. Сахал мар шкулсенче тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленĕ.  Çитес тапхăра тата та 31 шкула çĕнетме палăртса хунă.  Регионта пĕтĕмпе 70 шкулта тĕпрен юсав ĕçне ирттернĕ

Чăваш Республикин "Вĕрентĕве аталантарасси" патшалăх программипе килĕшỹллĕн, Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул çуртне тĕпрен юсас тĕллевпе 22250,00 пин тенкĕ, "Паттăр" стадиона тĕпрен юсама 10800600 пин тенкĕ укçа уйăрнă. 2016 çулта Алманчăри шкул спорт залне 97668 пин тенкĕлĕх (федераци бюджетĕнчен 888,0 пин, вырăнти бюджетран 88,8 пин) юсаса тирпейленĕ, çĕнетнĕ. 2016-2017 вĕренỹ çулĕн-че районта 11 çамрăк педагог ĕçе пикеннĕ. Вĕрентỹ отраслĕн работникĕсене 2017 çулта шалу тỹлемелли фонд 319,3 миллион тенкĕ, вырăнти бюджетран вĕрентỹ учрежденийĕсене тытса тăма 85, 9 миллион тенкĕ уйăрнă.

Коллегисен ларăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачасене, çамрăксене аталанса пыма кирлĕ мĕн пур условисем тумаллине, пысăк тимлĕх уйăрмаллине çивĕчлетрĕ.

Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Эльвира Матренина хăйĕн докладĕнче спортпа туслисен йышĕ çулран-çул ӳссе пынине пĕлтерчĕ.  Халăх ытларах та ытларах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннине палĕртрĕ. 2012 çултан пуçласа вĕсен шучĕ 4 пин ытла уснĕ

2014 çултан пуçласа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев указпе килĕшуллĕн регионта Сывлĕх кунне çирĕплетнĕ. Кашни уйăхра "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче иртекен "Сывлăх кунĕнче" спорта кăмăллакан икçĕр ытла çын ФСК çăмăллăхĕпе усă курать.

Чăваш Республикинчи Тĕрĕслевпе шутлав палатин Председателĕ Светлана Аристова çу уйăхĕнчи указсене пурнăçа кĕртсе ĕçленĕ ĕçсене тĕрĕслев витĕр кăларнине палăртрĕ. Бюджет укçисене «çулсен карттисемпе» пăхса хăварнă ĕçсенче пурнăçа кĕртсе пынине каларĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина ытларах финанс ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ.  Çу уйăхĕнче кăларнă указсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе республика хыснинчен мĕн чухлĕ тăкакланни çинчен каласа кăтартрĕ.  Министр пĕлтернĕ тăрăх, 2012-2016 çулсенче пурĕ 24 млрд ытла укçа-тенкĕ уйăрнă.  Кăçал 29,8 млрд пăхса хăварнă.  

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика