26 мая 2017 г.
Район 90 çул тултарнине халалласа тата халăхăн культуринчи йăли-йĕркине упраса хăварас, çамрăк ăрăвăн кăмăл-сипетлĕхне пуянлатас, патриотлăх туйăмне ỹстерес тĕллевпе Патăрьелĕнчи "Çăкăр" музейĕ "Районта хăвăн йĕрне хăвар _ музея парнеле экспонат" акци йĕркелет. Вăл майăн 24-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 29-мĕшĕчченех пырать. Акцие музея экспонатсенчен пуянлатас, унăн ĕç-хĕлне аталантарас тĕллевпе ирттереççĕ. Ĕлĕк кил-çуртра усă курнă япаласем, район, çынсен пурнăçне сăнлакан кивĕ сăн ỹкерчĕксем, документсем, наци тумĕ тăхăннă пуканесем (алăпа ăсталанисем те юраççĕ), Юхмапа Пăла тăрăхĕн историне çутатакан видеоматериалсем, маркăсемпе открыткăсем тата ыттисем те тивĕçлĕ вырăн тупĕç, иккĕмĕш пурнăç пуçлĕç.
В
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)