26 мая 2017 г.
Хăш-пĕр çынна ют пурлăх илĕртмеллипех илĕртет. Вĕрене мĕн чухлĕ явсан та вĕçĕ пулать, çакна темшĕн шута илмеççĕ.
Çак кунсенче районти суд Патăрьелĕнче пурăнакан "кукăр" алăллă К. пирки айăплав йышăнăвне кăларнă. Малтанхи тĕпчевсем тăрăх, иртнĕ çулхи ноябрьтен пуçласа кăçалхи февральччен саккунлă мар майпа кỹршĕллĕ пурăнакансен кил-хуçалăхĕсене кĕрсе япаласем илсе тухнă.
Шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" уйрăмĕн юстици майорĕ А. Карама пĕлтернĕ тăрăх, К.-на пĕлтĕрхи декабрьте ярса тытнă хыççăн суд ялтан тухса çỹреме чарнă. Анчах ку айăплав уншăн çителĕксĕр пулнă, следстви пынине пăхмасăрах тата икĕ хутчен преступлени тунă. Çакăн хыççăн ăна тимĕр решетке хыçнех лартнă. Тунă преступленисемшĕн К.-ăн халь шухăшламалăх вăхăчĕ çителĕклех.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)