30 мая 2017 г.
Районта тухса тăракан "Авангард" хаçата кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн çырăнтармалли кампани вĕçленме шăпах тепĕр уйăх юлчĕ. Ĕçпе ĕç хушшинче кун иртни сисĕнменрен, çырăнтару валли уйăрнă шутлă кунсем иртĕç те кайĕç. Çакна шута илсе вăр-вар ĕçлеме тăрăшаççĕ Çĕнĕ Ахпỹртри почта уйрăмĕнче. Таня Рогина, акă, хăйĕн участокĕнче кашни киле çитмĕ ĕлкĕрнĕ. Ку енĕпе Наташа Волкова та харсăр. Иккĕшĕ вĕсем июнь уйăхĕччен 131 киле "чун апатне" çырăнтарнă. Ял халăхне çуллен "Авангарда" пĕр сиктермесĕр çырăнакан М. Мартышкин, В. Бородов, М. Михайлов тата ыттисем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)