30 мая 2017 г.
2016 çул пĕтĕмлетĕвĕпе района муниципалитет финансĕпе çỹллĕ шайра усă курнăшăн пĕрремĕш степень панă. Çавна май хаçат корреспонденчĕ район администрацин финанс пайĕн ертỹçипе С. Черновăпа (ỹкерчĕкре) тĕл пулнă.
_ Светлана Алексеевна, çак хисепе пирĕн района ахальтен çеç паманни паллă, ăна çĕнсе илме те çăмăл мар. Республикăри финанс министерстви муниципалитет ĕçне мĕнле кăтартусене пăхса пахалать-ха?
_ Республикăри финанс министерстви çуллен муниципаллă районсем финанс ĕç-хĕлне еплерех йĕркелесе пынипе мониторинг ирттерет. Ăна 54 индикаторпа пăхса пахалаççĕ: бюджета планлани; вырăнти бюджета пурнăçлани; муниципаллă кивçен тытăмĕ; муниципаллă харпăрлăха тытса пыни тата муниципаллă тивĕçтерỹсем пани; бюджет ĕç-хĕлĕн уççăнлăхĕ.
Тĕпрен илсен асăннă мониторинг вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пĕрлехи кăтартăвне, вĕсем бюджета планлас тата ăна тĕрĕс пайлас ыйтăва еплерех пурнăçланине, муниципаллă харпăрлăхпа эффективлă усă курнине тата налук кĕртессине ỹстернине хаклать.
_ Район аталанăвĕ бюджетран нумай килнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Налукран пухăнакан укçапа та палăртнă пур ĕçе те тăваймастăн.
_ Тĕрĕсех калатăр. Район бюджетне çулсерен федераци, республика шайĕнчи программăсене хутшăнса та пуянлатма тăрăшатпăр. Сăмах май, кăçалхи тăватă уйăхра района федераци тата республика бюдже- чĕсенчен каялла тавăрса памалла мар укçа 100 млн тенке яхăн кĕнĕ.
Культура çурчĕсен базине пуянлатассипе тата çирĕплетессипе йĕркеленĕ патшалăх программине кĕрсе Кзыл Чишма тата Çĕньял ял тăрăхĕсем 2366,3 пин тенкĕлĕх грант выляса илчĕç. Çак укçапа Çĕньялти культура çуртне тĕплĕн юсасшăн, Кзыл Чишмасем çĕнĕ музыка аппаратури тата сцена çине тухмалли костюмсем туянасшăн. Çавăн пекех каялла тавăрса памалла мар укçапа Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕнчи плотинана çĕнетме, Ыхра Çырминче культура çуртне хăпартма, Кивĕ Ахпỹртри тĕп пĕлỹ паракан шкула тĕплĕн юсама, "Василек" ача садĕнче сусăр ачасене пĕлỹ илмелли условипе тивĕçтерме, Çĕньялти шкулта вĕренекенсене физкультурăпа, спортпа туслашса сывлăхĕсене çирĕплетме условисем тума палăртнă.
Республикăри районсем хушшинче пĕр Патăрьел районĕ çеç хула хăтлăхне йĕркелессипе паракан конкурс валли федераци тата республика хыснинчен уйăрнă пулăшăва тивĕçни те пирĕн район лайăх ĕçленине пĕлтерет.
_ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем бюджет ĕç-хĕлне хутшăнаяççĕ-и?
_ Хальхи вăхăтра республикăра бюджета инициативлă майпа йĕркелес тĕслĕхе пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Çапла майпа халăх вырăнти бюджетран хывнă укçапа тăвакан проектсене реализациленĕ, бюджета тăкакланă чухнехи йышăнусене хутшăнма, хăйĕн шухăш-тĕллевне палăртма тата палăртнă проектсене пурнăçа кĕртме финанс тĕлĕшĕнчен пулăшма пултарать. Республикăри Министрсен Кабинечĕ кăçалхи февраль уйăхĕнче Чăваш Енри ял, хула территорийĕсенче вырăнти пуçарупа обществăлла инфраструктурăна аталантарма проект хатĕрлессипе конкурс йĕркелерĕ. Пирĕн район документсем тăратассипе пĕрремĕш- сенчен пĕри пулчĕ. Паяна ку укçана пайласа панă: 33,2 млн тенкĕрен 9,2 млн тенкĕ шăпах Патăрьел тăрăхне килчĕ. Ăна 8 ял тăрăхне урамсене энергие перекетлекен çутă, территорине хăтлăх кĕртме, çулсене тĕплĕн юсама, шкул çурчĕсене тирпейлеме тата ытти валли те уйăрнă.
_ Светлана Алексеевна, бюджет уççăнлăхĕпе тĕплĕнрех ăçта паллашма май пур?
_ Район администрацин официаллă сайтĕнче "Бюджет для граждан", "Я дружу с финансами" баннерсем уçнă. Вĕсене кашни çын кĕме, бюджет кăтартăвĕсемпе пурне те ăнланмалла çырнă чĕлхепе вуласа паллашма пултарать.
Эпир районта пурăнакансем бюджета йĕркеленĕ тата ăна пурнăçланă çĕре хутшăнакан кашни çыннăн шухăш-кăмăлне хапăлласа йышăнатпăр. Çакă шăпах вĕсем те Юхмапа Пăла тăрăхĕн аталанăвĕшĕн, пуласлăхĕшĕн тăрăшнине кăтартать.
О. ПАВЛОВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)