30 мая 2017 г.
Район администраци залĕнче чрезвычайлă лару-тăруран асăрханас, инкек-синкеке сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхне тытса тăрас тата право йĕркине пăхăнмаллине аса илтерес тĕлĕшпе ĕçлекен районти комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пычĕ. Пĕрле пухăнса калаçма сăлтавĕ те пур. Кăçал республикăра икĕ ача шыва путса вилнĕ. Иккĕшĕ те пирĕн районтан.
_ Асăрханулăх çитмест, _ терĕ район администрацийĕн ятарлă программăсен сектор заведующийĕ Г. Каллин.
_ Районти кашни ялта тенĕ пекех юхан шывсемпе пĕвесем пур. Пăла юхан шывĕ те чылай ял çумĕпе юхса иртет. Çуллахи шăрăх кунсем ватти-вĕттине те шыв хĕррине илĕртме пуçлаççĕ. Шыва кĕме ирĕк паракан ятарлă вырăнсенче çеç çỹреме тăрăшмалла. Район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Руб- цова ачасем, çуллахи каникула каяс умĕн туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Пĕрлех вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тематика калаçăвĕсем йĕркеленине каларĕ.
Ачасене хушма пĕлỹ паракан центрăн воспитани енĕпе ĕçлекен методисчĕ С. Елагина 14 вĕренỹ учрежденийĕнче çуллахи вăхăтра кану лагерĕсем ĕçлессине палăртрĕ. Вĕсене 664 ача çỹремелле. Лагерьсем июнь уйăхĕнчен канма килекенсене кĕтсе илме хатĕррине пĕлтерчĕ. Вĕсене комисси йышăннă. Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ О. Такмакова унта та ачасен тимлĕхне ỹстермелли çинчен асăрхаттарчĕ. Шкулсенчи лагерьсен территорине ирĕкре çỹрекен йытăсем кĕресрен сыхă тăмаллине палăртрĕ.
_ Шыв çеç мар, ачасене вут-кăвар та инкеке кĕртсе ỹкерме пултарать. 2014 çулта Хурама Тварĕнче, 2015 çулта Алманчăра икшер ача çунса вилнĕ. Аслисен вĕсене пĕчченшерĕн хăвармалла марах. Шăрпăк, электричество приборĕсем вĕсен алли айĕнче ан пулччăр,_ терĕ районти пушар хуралĕн начальникĕ А. Тукмаков.
Кун йĕркинчи тăваттăмĕш ыйту район больницин тĕп врачне Г. Петровăна та пăшăрхантарчĕ. Вăл малтанах демографи лару-тăрăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. 2016 çулта 446 ача çуралнă пулсан, вилекен çынсен йышĕ ытларах-мĕн. Пĕлтĕр те виçĕ ача пурнăçран уйрăлнă. Больница талăкĕпех ĕçлет. Унта лекекенсене чылайăшне вăхăтра пулăшу парса пурнăçĕсене малалла тăсма пулăшнă. Анчах çав-çавах çул-йĕр çинчи инкексем, тĕрлĕ хутăшпа сиенленекенсем тĕл пулсах тăраççĕ. Медицина ĕçченĕсем ача çуратакансем, ачасем, аслисем валли те памяткăсем сахал мар хатĕрлеççĕ. Вĕсене вуласа ăша хывни те инкекрен асăрханма пулăшать.
_ Пурнăçа малалла тăсас тесен миллионшар тенкĕ тăккалама кирлех те мар. Обществăлла транспортра, шыв хĕрринче, çулсем çинче тата ытти çĕрте те тимлĕх тата асăрханулăх кирлĕ. Профилактика ĕçне вăйлатни те пысăк пĕлтерĕшлĕ, _ терĕ канашлăва пĕтĕмлетнĕ май республикăри сывлăх министрĕн çумĕ А. Кизилов. Республикăри ача правин уполномоченнăйĕ Е. Сапаркина çитĕнекен ăрăва çеç мар, аслисене те инкек пуласран çине-çине асăрхаттарса тăмаллине аса илтерчĕ.
Сỹтсе явнă ыйтусемпе комиссисем тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Вĕсене пĕрлехи вăйпа пурнăçламаллине палăртрĕç. Канашлăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вĕрентỹ учрежденийĕсен директорĕсем, ача сачĕсен заведующийĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
"Кунта пуçарнă сăмахсем общественность, депутатсем, волонтерсем, ытти яваплă çынсем урлă кашнийĕшĕн патне çиттĕрех",_ терĕ пĕтĕмлетсе Рудольф Селиванов.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)