30 мая 2017 г.
Чĕмпĕр облаçĕнче чăваш наци уявĕ "Акатуй" иртрĕ. Сумлă хăнасем хушшинче _ Чĕмпĕр облаçĕн губернаторĕ О. Морозов, Законодательлĕ пуху председателĕ А. Бакаев, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ О. Николаев тата ыттисем те пулчĕç. Пирĕн çайонти "Çăл куç", "Чемен" фольклор ансамблĕсем, "Ăраскал" эстрада ушкăнĕ, район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов тата унăн çумĕ М. Айзатуллов ертсе пынипе Чĕмпĕрти чăвашсен акатуйне çитсе хамăр йăла-йĕркепе паллаштарчĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Чĕмпĕрсемпе тытакан туслă çыхăну пуçласа мар. Унти йăхташăмăрсене кăтартмалли пайтах Юхма енсен.
Акатуйра спорт ăмăртăвĕсенче те кăтартуллă пулчĕç паттăр енсем. 10 рысак хушшинче Кивĕ Ахпỹртри А. Каргин "Левиш Хоуст" лашипе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)