АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ушкăнпа çăмăлрах улшăну тума

30 мая 2017 г.

Район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе йĕркелекен кашни канашлурах çак шухăш тавра ыйтăва çивĕчлетет: пĕрле, ушкăнпа, тỹрĕ кăмăлпа тăрăшсан çеç проблемăсене татма, ырă улшăну тума, халăхпа кар тăрса ĕçлеме пулать.

Хальхинче те район ертỹçи тĕрлĕ отрасльсемшĕн яваплă ертỹçĕсен кĕске отчечĕсене итленĕ хыççăн çывăх вăхăтра татса памалли ыйтусене пайăрлатсах пычĕ. Кун йĕркинчи темăсем вара сахал мар: район хыснине пуянлатасси, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, ял, урамсен хăтлăхĕшĕн тăрăшасси, çĕнĕ çулсем, ытти строительство объекчĕсене хута ярасси... Çав вăхăтрах районта тăнăç пурнăçа тытса тăрасси тата преступленисемпе кĕрешесси те тĕп тĕллевсенчен пĕри. Çакна шута илсех кашни канашлура ра- йон полицийĕ чăн малтан оперативлă кăтартусемпе паллаштарать.

Ытти дежурнăй ыйтусемпе пĕрлех районта июнĕн 10-11-мĕшĕсенче "Хĕвеллĕ" уçланкăра, ял тăрăхĕсенче июнĕн 3-4-мĕшĕсенче иртекен акатуй уявĕ пирки те сỹтсе яврĕç. Унччен маларах вара ял хуçалăх предприятийĕсенчи, фермер хуçалăхĕсенчи ака-суха ĕçне пахалама пысăк ушкăн июнĕн 7-мĕшĕнче уй-хир тĕрĕслевне тухма хатĕрленет.

Канашлура ял хуçалăх ĕçĕсем вĕçленсе пынине, вĕрентỹ отраслĕнчи хыпарсене пĕтĕмлетнине итлеме те кăмăллă пулчĕ. Хальхи вăхăтра районти хуçалăхсенче "иккĕмĕш çăкăрăн" юлашки гектарĕсене лартаççĕ. Юлашки шăнкăрав уявĕсем вара кашни шкултах ăнăçлă иртнĕ. 9 тата 11 классенчен вĕренсе тухакансемшĕн ППЭсем те пуçланнă. Майăн 26-мĕшĕнче тăххăрмĕшсем чăваш тата акăлчан чĕлхисемпе экзаменсем тытнă. Тĕп хуламăртан килнĕ ятарлă комисси пĕр ачана та йĕркене пăснăшăн кăларса яман.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика