30 мая 2017 г.
Районта çулленех ĕне сăвакансен тата вĕсене искусствăлла майпа йăхтаракансен конкурсне ирттереççĕ. Кăçал ăна Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешĕвĕн ĕне фермин базинче йĕркелерĕç.
"Труд", "Звезда", "Красное знамя", "Родина", "Тойсинская", "Батыревский", "Исток" хуçалăхсенчи дояркăсемпе осеменаторсем ăмăртура хăйсен пĕлĕвне тата пултарулăхне тĕрĕслерĕç. Вĕсен ĕçне районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов, И. Ар- тамонова тата З. Самакина ветеринари врачĕсем, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ З. Телегина, конкурса хутшăнакан хуçалăхсен зоотехникĕсем хакларĕç.
Паян дояркăсем ĕнесене ятарлă аппаратпа сăваççĕ. Шăпах ăна хăвăрт тата тирпейлĕ пухса сỹ- тессипе тата ĕçе юрăхлă тăвассипе вĕсен тупăшма тиврĕ. Çавăн пекех теори пайне еплерех пĕлнине кăтартса пачĕç. Кунта "Батыревский" пĕрлешỹ-ре тăрăшакан В. Киргизована çитекенни пулмарĕ. "Исток" агрофирмăри В. Михеева _ иккĕмĕш, "Звезда" кооперативри Н. Перепелкина виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
Ĕнесемпе пушмаксене искусствăлла майпа йăхтаракан осеменаторсем те хăйсен ĕçне туллин кăтартса пачĕç. Тỹресем хакланă чухне шут тата отчет туса пырассине те тимлĕх уйăрчĕç. Конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн "Исток" агрофирмăри Р. Ахмеров, "Труд" кооперативри К. Ульянова, "Батыревский" пĕрлешỹри В. Убаев çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.
Район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов конкурса хутшăннисене пурне те ăшшăн саламларĕ, чи-чи маттурисене диплом пачĕ. Район чысне республика шайĕнче хỹтĕлеме ăнăçу сунчĕ.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)