АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бизнес вăй илет

30 мая 2017 г.

 Район аталанăвĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнес пысăк вырăн йышăнать. Хальхи вăхăтра предпринимательлĕхре тăрăшакан пин ытла субъекта шута илнĕ.

Пĕчĕк тата вăтам бизнес район экономикинчи пур отраслĕнче те аталанать. Акă, суту-илỹре тата обществăлла апаталанура предпринимательсен _ 36, ял хуçалăхĕнче _ 35, строительствăра _ 13, тирпейлекен производствăра _ 11, ытти отрасльте 5 процент тăрăшать. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем районĕпе çитĕн-тернĕ тыр-пулăн _ 80-85, пахча çимĕçĕн _ 55-58, çĕр улмин 28-30 процентне туса илеççĕ.

Патшалăх паракан пулăшу та предпринимательсене вăй илме майсем туса парать. 2016 çулта 37 субъект 45 млн тенкĕ илнĕ. Юлашки 5 çулта фермер хуçалăхне аталантарма ĕçе пуçăнакан 33 фермер тата 5 çын çемье ферми уçма гранта тивĕçнĕ.

Пĕлме интереслĕ

Иртнĕ çул районта 22 инвестици проектне хута янă, кăçал 15 палăртнă.

Пĕлтĕр пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре тăрăшакансем 1 млрд та 60 млн тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Çакă 2015 çултинчен 14 процент нумайрах.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика