30 мая 2017 г.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци пĕлтернĕ тăрăх, çĕр чăмăрĕ çинчи çитĕннĕ çынсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ табак туртать. Пирус-сигарета çăвара хыпни сывлăхшăн çав тери хăрушă пулнине чылайăшĕ ăнланма тăрăшмасть.
Медицина тĕпчевĕсем кăтартса панă тăрăх, табак туртни ỹпке ракĕ тата эмфиземи, чĕре системин чирĕсем сарăласси патне илсе пыма пултарать. ХХ ĕмĕрте табак туртнине пула тĕнчере 100 миллион çын вăхăтсăр вилнĕ тесе шутлаççĕ. Çак сиенлĕ йăлана хирĕç васкавлă мерăсем йышăнмасан ку ĕмĕрте хăрушă инкеке пула тĕнчере пĕр миллиард çын вилме пултарать, теççĕ.
Табак туртни сывлăха хавшатать, ĕçлес пултарулăха чакарать, пурнăçа кĕскетет. Уйрăмах çакă çамрăксемшĕн хăрушă. Табак туртнипе тута, чĕлхе, пыр, трахея, бронх тата ỹпке ракĕ аталаннă тĕслĕхсем сахал мар. Табак тĕтĕмĕ тĕп нерв системине сиенлет, ăс-тăнпа тимлĕхе чакарать.
Юлашки вăхăтра электронлă сигарет çинчен калаçма пуçларĕç. Унăн та сиенĕ пур. Вăл та çемье бюджетне тăкак кỹрет. Ăна туса кăларакансем сигаретра сиенлĕ хутăш çук тени чăнлăхпа пĕр килмест. "Искусствăлла тĕтĕмĕ" пирус туртман ытти çынна çĕткелентерет. Ятарлă сертификат кирлех мар теççĕ çак тавара, çавăнпа та унăн пахалăхĕ иккĕлентермесĕр тăраймĕ.
Н. НАДИНА, районти тĕп больницăри врач-нарколог
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)