06 июня 2017 г.
Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, çамрăк çемьесем хушшинче уйрăлакансем нумайăн. Ĕмĕр пĕрле килĕштерсе пурăнма тупа тунине пăхмасăрах мăшăрсем пурнăçри пĕрремĕш йывăрлăхсене парăнтарассишĕн те тăрăшмаççĕ. Халь çемье çавăракансен 50, 60 çул тата ытларах пĕр сукмакпа утакансенчен тĕслĕх илсен тем пекех аванччĕ. Вĕсен те çемьере чашăк-кашăкки те шăкăртатнă пуль, апла пулин те пĕр-пĕрне каçарса ачисене ура çине тăратнă, асатте-асанне, кукаçи-кукамай ятсене илтнĕ. Акă, Вăтаелĕнче Виталий Афанасьевичпа Валентина Николаевна Кирилловсем çитес эрнере ылтăн туйне паллă тăваççĕ. Хирти Пикшикри Минулла Зарифулловичпа Гельсем Зиннетулловна Валиулловсем, Минивели Миназетдиновичпа Райхана Харисовна Калмыковсем, Сăкăтри Пантелеймон Пантелеймоновичпа Лидия Васильевна Вуколовсем çемье чăмăртани çак уйăхра 55 çул çитет. Анат Туçари Георгий Тимофеевичпа Таисия Алексеевна Плешковсем вара пĕр хушаматлă пулни июнĕн 14-мĕшĕнче шăп 60 çул пулать!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)