06 июня 2017 г.
Сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ те вĕт... Хамăр сыхланса ĕлкĕрейместпĕр пуль çав чылай чухне. Май уйăхĕнче районта икĕ пушар пулнă. Шăнкăртамра электричество пăралукĕсем кивелнипе пурăнмалли çурт вутра кĕлленнĕ. Ульяновкăра пĕр хуçалăхăн хуралтисем çулăмра юрăхсăра тухнă. Ишлĕ ял тăрăхĕнче йĕркеленĕ ирĕклĕ пушарнăйсен ушкăнĕ тăрăшнипе тата ял çыннисем пĕр шухăшлă пулса инкеке хирĕç кĕрешнипе пỹрте упраса хăварма май панине палăртрĕç пушар хуралĕн ĕçченĕсем. Сăмах май, çакăн пек ятарлă ушкăнсем районта пиллĕк. Икĕ ял тăрăхĕнче пушар хуралĕ пур. Сăкăт ял тăрăхĕ _ "Красное знамя" кооперативпа, Нăрваш Шăхаль поселени "Труд" хуçалăхпа пĕрле çулăма сỹнтерекен ятарлă машина тытса тăраççĕ.
Июнĕн тăваттăмĕшĕнче Шăнкăртамра татах уйрăм хуçалăхра вут тухнă. "Хĕрлĕ автан" хуралтăсене кĕле çавăрнă, çурта та кăштах сиенлетнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)