06 июня 2017 г.
Çĕрпỹ районĕнчи ачасемпе çамрăксен "Асамат" спорт шкулĕнче республикăри шкул ачисен "Президент спорт вăййисем" ăмăртăвăн финалĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енри чи вăйлă командăсем тупăшнă. Çак ушкăнра Патăрьелсем те пулни питĕ савăнтарать. Район чысне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем, 2004-2005 çулта çуралнисем (тренерĕ Ю. Краснов) хỹтĕленĕ. Паттăрсен ятне яман вĕсем, тăван тăрăха çĕнтерỹпе, виççĕмĕш вырăнпа, таврăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)