06 июня 2017 г.
Кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май тăван тавралăха упрассишĕн тата та ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Юр ирĕлме пуçласан субботниксем ирттерме пуçларăмăр, вĕсенче санкцилемен пĕчĕк тата пысăк 100 ытла купана пĕтернĕ.
Кăçал 150 ытла экологи акцийĕ йĕркелеме палăртнă, вĕсенчен нумайăшне пурнăçланă. Раççей тата республика шайĕнчисене _ "Çĕнтерỹ вăрманĕ", "Пĕтĕм Раççейĕпе йывăç лартмалли кун", "Йывăç ларт тата ăна упра" тата ыттисене те _ хутшăнса 6000 тĕпе яхăн йывăç лартнă. Апрелĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа ма-йăн 2-мĕшĕччен "Симĕс çуркунне" субботник, апрелĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа майăн 6-мĕшĕччен хамăр территорисене хăтлăх кĕртессипе, тасатса тирпейлессипе, чечек-курăк акассипе уйăхлăх иртрĕ. Апрелĕн 29-мĕшĕнчи "Симĕс Раççей" акцинче Патăрьелĕнчи Кепе юхан шывăн çыранĕсене çỹп-çапран тирпейленĕ.
Тăван тавралăха упрасси _ кашни кун тумалли ĕç. Эпир пурăнакан çĕр чечеклентĕр, хитрелентĕр тесен пурин те пĕрле тăрăшмалла.
К. МИХАЙЛОВСКАЯ, район администрацийĕн строительство, обществăлла инфраструктура аталану пайĕн специалисчĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)