АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен уява хатĕрленет

06 июня 2017 г.

Кăçал республика кунне Шупашкар хулинче тата Пăрачкав районĕнче паллă тума йышăннă. Уяв мероприятийĕсене йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене йĕркелỹ комитечĕн Иван Моторин ертсе пынă канашлăвĕнче сỹтсе явнă.

Уявăн тĕп лапамĕ, паллах, Шупашкар пулса тăрать. Тĕп хулара рес- публика пĕлтерĕшлĕ мероприятисем кăна мар, çĕршыв шайĕнчисем те иртĕç. Çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă X "Раççей регионĕсем _ аталанăвăн çĕнĕ майĕсем" экономика форумне хутшăнассине хальлĕхе Раççейри 15 субъект тата ют çĕршыв-сен представителĕсем çирĕплетнĕ. Пĕтĕмпе 1 пин ытла йыхрав янă, çавна май йыш тата та хутшăнма пултарать.

23-25-мĕшĕсенче йăлана кĕнĕ йĕркепе "Контур" суту-илỹ комплексĕнче XXIV регионсен хушшинчи "Регионсем _ чикĕсĕр ĕçтешлĕх" курав иртĕ. Выставкăна хутшăнма кăмăл тунисенчен 98 заявка йышăннă.

Республика кунĕнче ирттерме палăртнă культура мероприятийĕсенчен "Раççей çăл куçĕсем" фестивале 50 ытла регионти 65 коллектив хутшăнĕ. Вĕсем тĕп хулари парксемпе урамсенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика