06 июня 2017 г.
Çĕртме уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче Чăваш Республикин официаллă делегаций. Питĕрте иртекен Пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумне хутшённё? Сумлă делегаци йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин пулнă. Кăçал Питĕрте иртекен Пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумне тĕнчери 130 çĕршывран 12 пин хăна хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем паянхи экономикăра çĕнĕ çул-йĕрсем палăртассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Питĕрте пĕтĕм халăхсем хушшинче иртнĕ экономика форумĕн пĕрлехи ларăвĕн ĕçне хутшăннă.
Тĕнчери халăхсем хушшинчи экспертсем палăртнă тăрăх, юлашки пилĕк çулта пирĕн Раççей ытти çĕршывсемпе танлаштарсан чылай ӳснĕ, предпринимательлĕх климачĕ те куçкĕретех ырă енне улшăнса пырать. «Doing Business паллă шкала тăрăх, çĕршыв 80 позици çӳле хăпарчĕ. Чи пахи, ĕç климатне ырă енне улăштарса пырас ĕçе РФ регионĕсем те кӳлĕнчĕç. Ытти субъектсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче Тутарстанпа Чăваш Республикисем, Мускав хули, Тула, Калуга облаçĕсем. Палăртма кăмăллă, Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе вĕсем малта пыраканнисем. Хисепе тивĕç, саламлама та юрать вĕсене», - тенĕ Владимир Путин.
Инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Наци рейтингĕнче Раççейри 85 субъект хушшинче Чăваш Республики хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухнă.
Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Питĕрте пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче стратегиллĕ пуçарусен Агенствин генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева Наци рейтингĕнчи инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕ çинчен йĕркеленĕ презентацире çапла палăртнă: «Чăваш Рес-
публики тĕлĕнмелле чаплă регион. Чăннипех те, республикăн пур ĕç кăтартăвĕсем те çӳллĕ шайра, динамика ырă енне улшăнса пыни куçкĕретех, ыттисемшĕн тĕслĕх»,-- тенĕ вăл.
Хаклав
Анатолий Лялькин, фермер хуçалăхĕн ертуçи, Тăрăн ял тăрăх депутачĕ:
– Питĕрте пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче инвестици илĕртуллĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Раççей Федерацийĕн 85 субъекчĕ хушшинче Чёваш Ен 6-мĕш вырăнтан 2-мĕш хисеплĕ вырăна куçнине палёртни питĕ пысăк кăтарту тесе шутлатăп. Чăваш Енте бизнес аталанса, вăй илсе пынине ырламалла çеç.
Ку тĕлĕшпе пирĕн Патăрьел районĕ те республикăра лидерсен шутĕнче. Район аталанăвĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнес пысăк вырăн йышăнать. Вăл экономикăри пур отрасльте те аталаннине ырлатăп. Акă, суту-ил\ре тата обществăлла апатланура предпринимательсен 36, ял хуçалăхĕнче 35, строительствăра 13, тирпейлекен производствăра 11, ытти отрасльте 5 проценч. тăрăшать.
Сăмах май каласан, патшалăх паракан пулăшу та предпринимательсене вăй илме майсем туса парать. Юлашки пилĕк çулта районта фермер хуçалăхне аталантарма ĕçе пуçăнакан 33 фермер тата 5 çын çемье ферми уçма гранта илнĕ. Вĕсен шутĕнче манăн ятăм та пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)