06 июня 2017 г.
Турă çырнипе тан пултăр Район администрацийĕн ларусем ирттерекен пĕчĕк залĕнчи çавра сĕтел тавра çакнашкал йышпа хăçан ларнине те ас тумастăп. Тĕрлĕ сферăра ĕçлекен ертỹçĕсене, обществăлла организацисен, тĕн, ял тăрăх, вĕсемпе юнашарах миравай суд, массăллă информаци хатĕрĕнче ĕçлекенсен представителĕсене тата ыттисене те пĕрле пуçтараканĕ, юлашки вăхăтра модăна кĕрсе пыракан сăмахпа хаклас пулсан, мероприяти "модераторĕ" районти ЗАГС пайĕн ертỹçи Наталия Емелина пулчĕ. Хăлха илтмелле çеç мар, чун сỹ-ỹ! тумалла "чан" çапмалли сăлтавĕ те Çырăнтару керменĕнченех "пиçсе" тухнă. Урăхла каласан, "Çемье пуянлăхĕ тата уйрăлакансемпе профилактика ирттересси" темăпа район шайĕнче хĕрỹ калаçу пуçарма вăхăт çитни кашни тухса калаçакан сăмахĕнченех сисĕнчĕ.
ЗАГС пайĕн ертỹçи районти демографи лару-тăрăвĕпе паллаштарнă май чылай цифрăсене илсе кăтартрĕ. Анчах вĕсенчен чи пăшăрхантараканни юлашки виçĕ çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çемье çавăракансен пĕчĕ-кех мар пайĕ уйрăлни. Кăçалхи пилĕк уйăхри кăтарту вара тата ытларах шухăшлаттарать: районта ырă йăла-йĕркепе 69 çамрăка çемье çавăрнă ятпа саламланă, ашшĕ-амăшĕ, тă- ванĕсем ĕмĕр пĕрле килĕш- терсе пурăнма пил панă, çав вăхăтрах 35-шĕ уйрăлнă! Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнмелле! Хальхи вăхăтра çемьеллĕ пурнăçпа пурăнакан икĕ мăшăртан пĕрин сукмакĕ йỹпленсе пырать. Мĕн сăлтавпа, кама пула е мĕнле йывăрлăха чăтаймасăр арăмĕпе упăшки ... 5, 15, 25... çул пĕрле пурăннă хыççăн усал шухăш тытаççĕ-ши? Кăçалхи танлаштаруллă цифрăсенчен çакă та паллă. 35 мăшăртан 28-шĕ миравай суд йышăнăвĕпех уйрăлнă, пĕри _ суд приговорĕпе, 6-шĕ икĕ енлĕ килĕшỹпех. Çемьере чăн малтан уйрăлу хĕлхемне, çулăмне кăлараканни вара _ хĕрарăм. Кăçал та мăшăрĕнчен уйрăлас тĕллевпе ача амăшĕсенчен 21 заявлени кĕнĕ.
Арăмĕпе упăшки хушшипе "хура кушак" каçса кайнине хăйсем мĕнле сăлтавлаççĕ-ха? Пĕр-пĕрне шанманни (28 процент), эрехпе иртĕхни (13), пурлăх, укçа-тенкĕ çитменни (10), çемьере аслисем хутшăнни (10), ача çукки (8,3), мăшăрĕнчен пĕри ют çĕре ĕçлеме çỹрени тата хăйсен пурăнмалли кĕтесĕ пулманни (5-шер процент). Пĕрлехи ларура çемьери уйрăлу сăлтавĕсем пирки калаçу пуçласан, мероприятине хутшăннисенчен чылайăшĕн шухăшĕ пĕр килчĕç. Пирĕн атте-аннесем, кукамай-кукаçисем, урăхла каласан аслă ăру çыннисем, пĕр пỹлĕмлĕ пĕчĕк пỹртрех 3-4 çемье килĕштерсе пурăннă. Чаршав пĕр енче пĕрисем, тепĕр енче теприсем, кăмака хыçĕнче виççĕмĕшсем... пурăннă, çывăрнă. Мăшăрсем пĕр-пĕринчен кĕвĕçме те шутламан, эрех-сăрапа та иртĕхмен. Пысăк йышра ваттисене хисеп тунă, сума сунă, йывăрлăхсене пĕрле парăнтарнă, çавăнтах ачи-пăчине те йышлă çуратнă. Çак сăмахсем, паллах, паянхи çамрăксене килĕшмеççĕ те пулĕ. Çапах та юратса, пĕр- пĕрне килĕштерсе пĕрлешнĕ çемьере ĕмĕр тăршшĕпе юратупа ăнлану, килĕшỹ хуçалантăр тесен, чăн малтан пĕр-пĕрне каçарма, ăнланма пĕлмелле, йывăрлăхсене пĕрле пайлама хăнăхмалла. Акă, сăмахран, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паянхи куна 50 тата ытларах çул мăшăрпа пĕрле килĕштерсе пурăнакан, ачисене, мăнукĕсене воспитани паракан 800 ытла мăшăр. Вăхă- тĕнче çурма выçă, пир тĕртнĕ кĕпе-йĕмпе ỹснĕ ватăсене пурнăçа сыпăнтарса пыма паянхинчен çăмăл пулнă-ши? Çук, паллах. Вĕсем паян пирĕншĕн чăнласах та чĕрĕ палăк тесе хаклас килет. Акă камсенчен тĕслĕх илмелле пирĕн! Енчен те хальхи пек 25 _ 39 çулсенчи çамрăксем 40 процент, 18 - 24 çулхисем 20 процент çемйисене пĕр шелсĕр аркатаççĕ пулсан, общество малашлăхĕн шăпи те пăшăрхантарĕ. Кашни çемьере ачасем ашшĕ-амăшĕн-чен тивĕçлĕ воспитани илни, хамăрăн тĕн йăли-йĕркисене тивĕçлипе пăхăнни, çамрăк мăшăрсем çемьери йывăрлăхсене пĕр-пĕрне ăнланса парăнтарни çеç демографи лару-тăрăвне те лайăхлатĕ, пурнăç та савăнăçлăрах пулĕ. Çак шухăшсене палăртрĕç те çавра сĕтел тавра йĕркеленĕ мероприятие хутшăннисем: район администраци пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх ыйтăвĕпе тимлекен пай пуçлăхĕ М. Айзатуллов, Р. Купкенов миравай судья, православи тата мусульман тĕнĕсен представителĕсем _ Кăнтăр округ благочиннăйĕ Сергий Пегасов протоиерейпе М. Хайбуллов, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Н. Никитина тата ыттисем те. А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)