06 июня 2017 г.
Пуç мимине юн пырасси япăхланнипе пулать вăл. Унăн малтанхи паллисем мĕнле-ха? Вăй чакать, алă е ура пĕлми пулать, çывăрса тăрать, калаçу урăхланать, чирлĕ çынна тепри ăнланаймасть, куç япăх курма пуçлать. Япаласем те иккĕллĕ курăнаççĕ. Пуç çаврăнать, çỹреме кансĕр. Пуç хытă ыратма тытăнать. Çакăн пек чухне тỹрех васкавлă пулăшу чĕнмелле. Малтанхи 4-5 сехетсенче çынна инкекрен çăлма пулать. Хăшĕн-пĕрин микроинсульт пулать. Теприсен вара йывăртарах. Çак чирпе çулленех тĕнчере 6,7 миллион çын вилет.
Раççейре чирлисен 20 проценчĕ каялла ĕçе таврăнаять. Чăваш Енре çулленех 4 пин ытла çынна çак чир сусăрлатать. Ку енĕпе ятарлă сиплев программи кĕртнĕренпе инсультпа вилекенсен йышĕ республикăра самаях чакрĕ. Чирлисен 70 проценчĕ виçĕ уйăх тĕлне хăйсемпе хăйсем çỹреме пултараççĕ.
Пирĕн районта 2014 çулта 117 çын инсультпа чирленĕ. Пĕлтĕр çак кăтарту икĕ хут ỹснĕ.
Сывă та тĕреклĕ пулас тесен хăш-пĕрисен пурнăç йĕркине улăштармаллах. Тулли ỹтлисен хускану тумаллах. Пирус туртассипе эрех ĕçессинчен пăрăнмалла тата ытти те.
О. ЧУГУНОВА, район больницинчи врач-невролог
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)