06 июня 2017 г.
Эпидемиологи тĕпчевĕсемпе ялта пурăнакансен пысăк пайĕ аллергипе асапланни паллă. Кашни вуннăмĕш çын бронх астмипе нушаланать. Çаксем патне ачаранах е йывăр çын чухне пирус туртни, хими хутăшĕсен сиенĕ, антибиотиксемпе е гормоналлă препаратсемпе пĕлмесĕртерех усă курни, стрессем, тăван тавралăхри таса мар сывлăш илсе çитереççĕ.
Чире парăнас мар тесен мĕн тумалла-ха? Аллерги паракан эмелсемпе тата апат-çимĕçпе усă курмалла мар. Çурта кушаксене, йытăсене кĕртессине хирĕçлемелле. Коверсене, кивĕ кĕнекесене, тусан пухакан çемçе сĕтел-пукана пурăнмалли пỹлĕмсенче тытнине сивлемелле. Вырăн таврашне кашни икĕ эрнере 60 градуслă вĕри шывра çуса тăмалла. Куллен нỹрлĕ япалапа пỹрт-çурта тасатмалла.
Ачасен те астма пулать. Малтанхи çулсенче вăл тĕрĕс мар апатлантарнипе те çыхăннă. Çавăнпа тин çуралнисене кăкăр сĕчĕпе тăрантарма тăрăшмаллах. 6 уйăха çитменнисене пыл, шоколад, çăмарта, мăйăр пама юрамастех. Пирус тĕтĕмĕ те сиенлĕ вĕсемшĕн. Инкек кирек кампа та пулма пултарать. Чире сиссенех врач патне каймалла. Килте сипленни сиенлĕ. Программăпа килĕшỹллĕн районти тĕп больницăра ирттерекен "Астма-шкула" çỹремелле.
О. ТОКМАКОВА, врач-терапевт
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)