АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пылак юрататăп

06 июня 2017 г.

Диабет пуçланнине ăçтан пĕлмелле? Эпĕ торт тата пирожнăй çиме юрататăп. Манпа кỹршĕллĕ пурăнакан хĕрарăм вара вĕсене чăтма пултараймасть. Л. Павлова.

Пылак çиме юратни усăллă мар, паллах. Çакă диабетпа чирлине пĕлтермест. Унăн паллисем пачах урăххисем. Пĕрремĕшĕнчен, тăтăшах шыв ĕçес килни. Иккĕмĕшĕнчен, час-часах шăрас килни. Шыв тытăнса тăманнипе организм шывсăрланать. Виççĕмĕшĕнчен, ỹт питĕ типĕ пулни тата кĕçĕтни. Тăваттăмĕшĕнчен, тăтăшах ывăннине туйни. Тин çеç çывăрса тăрсан та çын хăйне ывăннăн туять. Чăннипе вара, инсулин çитменнипе мĕн пур орган апат сахаллине туять, çавăнпа ĕнтĕ пуç ыратать, чĕре чăхăмлать тата ытти те.

Асăннă симптомсем пĕрремĕш типлă диабет чухне палăраççĕ. Çын уйăх-уйăх çурăрах 1-15 килограмм чакма пултарать. Тепĕр чух ура çине тăма вăй çук, пуç çаврăнать, вĕрилентерет. Кун пек чухне тỹрех тухтăр патне каймалла, юнри сахăр шайне тĕрĕслеттермелле.

Иккĕмĕш типлă диабет пуçланнине вара чылай чухне кая юлса çеç пĕлетпĕр. Чир майĕпен, вăрттăн аталаннипе хăрушă. Тăтăшах сывлăш пỹлĕннине туйсан, тулса пырсан, юн пусăмĕ хăпарсан _ сахăр шайне тĕрĕслеттермелле. Çемьере кам та пулин диабетпа чирлĕ пулсан та çийĕнчех тухтăр патне каймалла.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика