09 июня 2017 г.
Пире йăлăхтарсах çитернĕ кукша пуç е хăлха çакки курăкĕ (одуванчик) усă курма пĕлсен сывлăха тĕлĕнмелле паха витĕм кỹ- рет. Унра инсулин, сахăр, протеин, çăра çу, органика йỹçĕкĕ, витамин чылай. Чечек тусанĕнче бор, марганец, пăхăр, ытти микроэлемент пур.
Ỹсен-тăран кĕлетке виçине йĕркене кĕртме, шăк хăвалама, ват шĕвекне кăларма, хытнă вара çемçетме пулăшать.
Кукша пуç чечекĕнчен хатĕрленĕ препаратсем нерв тытăмĕн ĕçне йĕркелеççĕ, лайăх çывăрма пулăшаççĕ.Курăк шăнса пăсăлнинчен те сиплет, чире аталанма памасть, температурăна чакарать, сывлăха сиенлеместь.
Радикулитпа, ревматизмпа аптратсан та кукша пуçа аса илĕр. Вăл шĕпĕнрен, пỹрлешкерен, çăпанран, чĕкеç шатринчен сипленĕ чухне те усăллă.
Хырăмлăхпа пыршăлăх чирĕсенчен. 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ кукша пуç тымарне вĕресе сивĕннĕ 1 стакан шыва ямалла, 8 сехетрен сăрхăнтармалла. Хырăмлăхпа пыршăлăх тăртансан, пĕверпе ват хăмпин чирĕсенчен, апат ирĕлессине, япаласен ылмашăвне лайăхлатма, вар хытнине ирттерме тымар шĕвекне кунне 4 хут апат умĕн чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
Геморройран та лайăх. Эмел курăкĕн (ромашка аптечная) чечекне, кушак курăкĕн (валериана) тымарне, кукша пуç тымарне 20-шер грамм илсе хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ курăксен пуххине тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 2 сехет лартмалла. Унтан 10 минут вĕретмелле те сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апат умĕн чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
Ват шĕвекне кăларма. Вĕ-тетнĕ 1 апат кашăкĕ кукша пуç тымарне е çулçине термоса хумалла, тин вĕретнĕ 2 стакан шыв ямалла, пĕр талăкран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 20-30 минут маларах стаканăн иккĕ-виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле.
Шăнса пăсăлсан. Шĕвек температурăна чакарать. 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ кукша пуç тымарне тин вĕретнĕ 1 стакан шыва ямалла. Савăта хупăлчапа витмелле, ăшă япалапа чĕркемелле. Пĕр сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апатчен çур сехет маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)