09 июня 2017 г.
"Пурăннă чух упраймарăмăр, каçар!" _ пуçне çĕклейми татăлса йĕчĕ аслă хĕрĕ амăш умĕнче, ỹлесе макăрнă сасă пỹртре тискеррĕн те хăрушшăн илтĕнсе тăчĕ. Чĕрене йĕп чикнĕ пекех шăтарчĕ вăл. Вăйсăрланнă куçсенчен тăварлă куççуль шăпăртатрĕ. Кунта килнĕ çынсем пурте Кулине инкен пурнăçĕ çинчен пĕрмаях аса илсе калаçрĕç. "Çамрăк- çке, вилмелли çын марччĕ, пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ", _ терĕç вĕсем хĕрарăм çине пăхса.
60 урлă çеç каçнă-çке Кулине инке. Мĕншĕн асапне нумай тỹсмелле пулчĕ-ши унăн? Çамрăклах пĕр телей те паман-çке ăна Турри. Мăшăрланса çемье çавăрчĕ, виçĕ ача çуратса ура çине тăратрĕ. Телейĕн вĕçĕ-хĕрри те курăнмастчĕ ун чухне, питĕ телейлĕ тесе шутлатчĕ хăйне. Анчах çакă та нумая пымарĕ курăнать. Мăшăрĕ те, тен, юрăхлах пулмарĕ, ачисен уссине те кураймарĕ мăнтарăн хĕрарăмĕ. Каçсерен хăйĕн пепкисене çупăрлатчĕ, юрă юрласа сăпкара сиктеретчĕ, ỹссен вĕсенчен пархатар курасса питĕ хытă шанатчĕ. Акă, ỹссе çитĕнчĕç те хĕрĕсем мăшăрланса тĕрлĕ çĕре саланчĕç. Амăшĕ кĕçĕн ывăлĕпе çеç тăрса юлчĕ. Вăл та пулин килте ялан тăраймастчĕ, инçе çула ĕçлеме тухса каятчĕ, кил валли кăшт та пулин укçа тăвас тесе тăрăшатчĕ. Чĕре чирĕпе чирленĕскер, килте пĕчченех кăштăртатса çỹретчĕ мăнтарăн амăшĕ. Хăй патне çывăх тăванĕсем килсе çỹренипе çеç йăпанатчĕ вăл, уншăн чăтма çук савăнатчĕ.
Ачисен ырлăхне курма тỹр килмерĕ унăн. Хĕрĕсем килсе пулăшасса, хăйпе чуна уçса калаçса ларасса та кĕтрĕ вăл, анчах кăлăхах - кĕтсе илеймерĕ. Асли хушăран килсе каятчĕ те амăшĕ çине çиленсе ятласа хăваратчĕ, иккĕмĕшĕ вара инçетри хуларан пач та килсе çỹреместчĕ. Вăл 10 çулхи ывăл ачине кукамăшĕ патне çуралнăранпа та пĕр хутчен çеç килсе кăтартни вара калама çук киревсĕр япала. Мĕн калама пулать çакăн пек ача çинчен. Ăна "АННЕ" çуратман пуль, кам ăшĕнчен тухса тĕвĕленнĕ-ши çав çын? Еплерех чăтнă-ши амăшĕн чĕри? Аннене _ хамăра чун панă çынна _ хаклама пĕлместпĕр.
Пурăннă вăхăтра çеç. Мĕншĕн çакна шутлама пĕлмерĕç ачисем? Мĕншĕн амăшĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайсан тин туйма пултарчĕç унăн хакне? Эх, айвансем. Вĕсем хăйсем те аннесем-çке. Мĕнле воспитани парĕç-ши хăйсен ачисене. Ватлăх çул е йывăрлăхсем килсе тухсан мĕнле пулăшу кĕтмелле вĕсен ачисенчен, тивĕçлĕ-и тата çакна... Анне кашни ачана пĕр пек юратса пăхать, нихăшне те уйăрса хăвармасть. Хăй çиес апатне те вĕсене парать. Мĕн тĕрлĕ нушаланмасть пулĕ анне ачисем ỹснĕ вăхăтра. Чирлесен, çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасăр, хăйĕн ăшшине парнелет. Çынсенчен кая ан пулччăр тесе пур чунтан тăрăшать, тем тума та хатĕр вăл хăй пепкисемшĕн. Хĕрарăм шăпи пурин те пĕр пек килмест çав.
Ним те савăнтармасть паян ачисене _ пỹртре кичем те тискер. Амăшĕ çук халь кунта. Унран аса илỹсем çеç тăрса юлнă. Тен, пĕчĕккĕ чухнехи самантсем, амăшĕ çупăрласа юратнă вăхăтсем аса килеççĕ вĕсене. Паян çывăх çыннипе шăкăл-шăкăл калаçса ларас вырăнне ачисем амăшĕшĕн тунсăхлаççĕ, куççульпе çăвăнаççĕ. Анчах кăлăхах: кая юлса вăраннă туйăм вĕсене ăшăтаймĕ...
М. ИВАНОВА. Патăрьел
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)