АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хỹтлĕх те илеççĕ, пулăшу та параççĕ

09 июня 2017 г.

Районти пĕччен пурăнакан 147 ватă социаллă работниксен пулăшăвне килте илет. Кзыл Чишмари тата Турханти аслă çулхисемпе инвалидсем пурăнакан уйрăмсенче 27 çын хỹтлĕх тупнă. Кунта килти евĕр хăтлă, ăшă... 12 арçынпа 15 хĕрарăмăн вăтам çулĕ 76па танлашать.

Ватăсем юридика тата ытти консультацисене те илме пултараççĕ. Пурнăçра йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнисем те хỹтлĕхсĕр юлмаççĕ. Ку енĕпе кăçал та 8 çынна пулăшнă. 46 гражданина медицинăпа психологи пулăшăвĕ панă. Тăваттăшне апат-çимĕçпе, тумтирпе, атă-пушмакпа тивĕçтернĕ.

Социаллă пулăшу кỹрекен куçса çỹрекен бригада та курăмлă ĕç тăвать. Ял тăрăхĕсене тухса çỹресе тĕрлĕ ыйтупа консультаци парать, пĕччен пурăнакансен пурнăç условийĕсемпе интересленет тата ытти те.

Ачасене тата çемьесене пулăшу кỹрекен уйрăм тĕрлĕ категориллисемпе ĕçлет: нумай ачаллă, тулли мар, усрава илнĕ, сахал тупăшлă çемьесемпе. Сусăр ачасене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ.

Кашни çыннăн шăпи _ уйрăм шутра. "Ача хăрушлăхра" хĕрỹ лини пурнăç условийĕсене лекнисен кун-çулĕпе тĕплĕн паллашма май парать.

Халăхпа ирттерекен пĕрлехи мероприятисем, семинар-канашлусем те пĕлтерĕшлĕ социаллă работниксемшĕн. Календарьпе çыхăннă уявсенче ватăсем патне ăшă саламсем çитерме тăрăшаççĕ.

Оборона-массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕнче нумай ачаллă, тулли мар тата усрава илнĕ çемьесенче çитĕнекенсем хушшинче ỹкерчĕксемпе сăн ỹкерчĕксен конкурсĕсене ирттернĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисен "Радость" клубĕ те тăтăшах кăсăклă мероприятисем йĕркелет. Çавра сĕтел тавра мĕнле тема çеç хускатмаççĕ-ши аслă çулхисем? Пĕр-пĕрне алă ĕçĕ тума вĕрентеççĕ. Час-часах тĕрĕсен выставкисене йĕркелеççĕ. Патăрьелĕнчи С. Кудрявцева, Именкассинчи Г. Маркиданова, Татмăшри Р. Иванова алă ăстисен ĕçĕсене пăхма та кăмăллă.

Социаллă сферăра ĕçлекенсем çынсене савăнăç кỹрес, вĕсенчен пулăшу кĕтекенсем ăна вăхăтра, пахалăхлă илччĕр тесе сахал мар тăрăшаççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Ĕнер социаллă ĕçченсен уявĕ пулчĕ. Çак ятпа хỹт- лĕх пайĕнче вăй хуракансене район пуçлăхĕ М. Пет ровпа район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов ăшшăн саламларĕç, малашнехи ĕçре çĕнĕ çитĕнỹсем, çемьере килĕшỹ, çирĕп сывлăхпа тулли телей сунчĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика