09 июня 2017 г.
Çурхи ĕçсем вĕçленсен акнă-лартнă культурăсем мĕнле шăтса тухнине пахалас, лайăх енсемпе çитменлĕхсене палăртас тĕллевпе районта çулленех уй-хир тĕрĕслевĕ иртет. Ирхи 6 сехетрен пуçласа каçхи 18 сехетченех тăсăлакан çул çỹрев (200 çухрăма яхăн) ял хуçалăх ертỹçисемшĕн те, фермер хуçалăхне тытса пыракансемшĕн те, агрономсемпе инженерсемшĕн те, кадастр инженерĕсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Кашни хуçалăхрах мĕн те пулин курмалли, вĕренмелли çителĕклех. Унсăр пуçне пĕр-пĕрин опычĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç. Тĕрĕслеве район пуçлăхĕ М. Петров тата район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов та хутшăнчĕç.
Кăçал уй-хир тĕрĕслевĕ иртнĕ çулхи маршрутпах тăсăлчĕ. Çакăн сăлтавĕ _ усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ял тăрăх пуçлăхĕсемпе хуçалăх ертỹçисем еплерех ĕçленине куçпа курса ĕненесси.
Акăнман лаптăк ан пултăр чун ыратăвĕ
Район уй-хирĕ çуллен хитреленсе те лайăхланса пырать. Çитменлĕхĕсем те пур-ха, анчах пĕрех куçа çĕнĕ улшăнусем тỹрех курăнаççĕ. Тахçантанпах суха пуç курман уйсенче сип-симĕс калча хĕвел патнелле кармашма тытăннине курсан чун епле савăнмасăр тăтăр! Туçа ял тăрăхĕнче Сăкăтпа чикĕленекен лаптăкра чарăннăччĕ пĕлтĕр. Кунта вĕрене вăрманĕ кашлатчĕ, çум курăкĕ те ашкăрса çеç ларатчĕ. Халь ăна палласа илме те çук. "Красное знамя" ЯХПК чăннипех те çанă тавăрса тăрăшнă. 96 гектара йăлтах тасатса кĕрхисем акса хăварнă. Вĕсем аванах хĕл каçнă.
"Корма" агрофирмăн та Туçа ял тăрăхĕнче çителĕклех тар тăкма тивнĕ. Тутар Тимешĕнчи, Кивĕ Ахпỹртри пушă лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Пĕтĕмĕшле вара 8 ялта 1000 гектар ытларах çĕре тепĕр хут усă курма пуçланине пĕлтерчĕ ял тăрăх пуçлăхĕ К. Углев.
Пикшик ял тăрăхĕнче те сухаланман çĕрсем сахалланса юлнă. Хирти Пикшикре А. Багаутдиновпа И. Чемеров фермерсем вăрман кассах "çерем çĕр" уçаççĕ. Еншикри çум курăк çеç çитĕнекен лаптăксене "Исток" агрофирма ĕçе кĕртет.
Вăрçă вăхăтĕнче те акнă-лартнă хирсем паян усăсăр выртни нумай çыннăн чĕрине ыраттарать. Çĕньял ял тăрăхĕнче ку "çăпана шăтарчĕç". Темиçе çул тĕкĕнмен хирте хăватлă тракторсене курсан уй-хир тĕрĕслевне хутшăнакансем тĕлĕнсе пăхрĕç. Ял тăрăх пуçлăхĕ Ю. Самарин "Авангард" пĕрлешỹ (ертỹçи Н. Кучаткин) 410 гектара пусă çаврăнăшне кĕртнине пĕлтерчĕ. Сăмах май, çак хуçалăхах Туçа ял тăрăхне те хăйĕн "хỹтлĕхне" илнĕ.
Уй-хире пăхса çỹренĕ май кашни ялтах сап-сарă чечек кавир пек сарăлнине кашнийĕ асăрхарĕ. Чăнах та, кукша пуç юлашки çулсенче вăй илсе пырать. Уйрăмах вĕсем нумай çул ỹсекен курăксем çинче йышлă. Çакă мĕнпе çыхăннă-ха? Çынсем хăйсене тивĕçекен пайсенче тата пĕр гектар таран хушса панă лаптăксенче, çавăн пекех хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕ- сем те ватăлса кайнă курăк анисене пăсса çĕнетме васкамаççĕ.
_ Пирĕн ял тăрăхĕнче акăнман çĕр çук, анчах пур çын та çĕрпе тивĕçлипе усă курмасть, _ терĕ Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Медведев. Шăнкăртамсемшĕн те ку ыйту çĕнĕлĕх мар. Малтан уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем пĕрин хыççăн тепри çĕр пайне илсе тухнă, халь хуçасăр тейĕн _ çум курăк çитĕнет.
_ "Кзыл Камыш" агрофирма 200 гектара яхăн пусă çаврăнăшне кĕртрĕ. Хирсене уйăрса пĕтернипех усă курман çĕрсене арендăна пама йывăр. Акăнман ытти лаптăксен хуçисен "Россельхознадзор" умĕнче явап тытма тивĕ, _ тесе пĕлтерчĕ Шăнкăртам ял т ăрăх пуçлăхĕ М. Валитов.
Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕнче те хуçасемсĕр анасем пур. Çĕрпе ĕçлеме çăмăл тесе шухăшланă-ши вĕсем е çын аллинчи кукăль пысăк курăннă-ши? Хевте çитереймесен вăй хурас кăмăллисене çĕре шанса памалла, ун пеккисем вара кунта пур. Ял тăрăх пуçлăхĕн А. Майрушкинăн паян-ыранах çак ыйтупа çине тăрса тăрăшма тивет.
Пусă çаврăнăшне кĕртнĕ хирсене уйрăм çынсем хăйсене валли пайлаттарса илни те ытти çулсенчи пекех хĕрỹ калаçу пуçарчĕ. Йывăç кашласа ларнă чухне никама та кирлĕ пулман анасене сухаласа тирпейленĕ хыççăн хуçисем тупăнаççĕ. Маларах вĕсем ăçта пулнă-ши? Акнă-лартнă хирсенче çĕр пайĕ илекенсем ял хуçалăх предприятийĕ ĕçшĕн тăкакланă суммăна саплаштарасшăн марри те тавлашу çуратать. "Красное знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçи П. Никифоров çакăн пирки пăшăрханса калаçрĕ.
Первомайски ял тăрăхне кĕрекен Сителпе Пỹртлĕн те 200 гектар ытла акăнман çĕр пур. Тăприне пулăхлах тесе калаймастăн, анчах ку пĕрех ăна пушă вырттармаллине пĕлтермест. Хирпе усă курас текенсем уй-хир тĕрĕслевне хутшăнакансем хушшинчех пурри палăрчĕ, апла пулсан ял тăрăх пуçлăхĕн С. Никитинăн çакна шута илмеллех.
_ Ял хуçалăх тата фермер хуçалăх ертỹçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе пĕрле килĕштерсе ĕçлемелле, халăхпа пĕр чĕлхе тупмалла, çавăн чухне тин эпир хамăра хумхантаракан ыйтусене татаятпăр. Пĕлтĕр районта 1300 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ, малашне те пурте тăрăшса ĕçлессе шанса тăратпăр, _ терĕ район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çине тăрса вăй хумаллине палăртса.
Савăнтарать симĕс калча...
Вăраха тăсăлнă çуркунне, çĕрпỹ тухманнипе çĕр пĕр пек пиçсе пыманни уй-хир ĕçченĕсем умĕнче чылай йывăрлăх кăларчĕ. Апла пулин те районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тăрăшса вăй хуни сисĕнчĕ. "Батыревский" пĕрлешĕвĕн хирĕсем сип-симĕс. Акнă-лартнă культурăсене удобрени сапнă, вăй илсе кайма нỹр çителĕклĕ, анчах ăшă çитмест. Хуçалăхра çĕр пулăхлăхне лайăхлатма тислĕкпе те усă кураççĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышлăран вăл çителĕклех. Пĕлтĕр те хура пусса тăкнăччĕ, кăçал та çаплах тăваççĕ.
"Исток" агрофирмăра та ĕçе пĕлсе йĕркелеççĕ, технологине пăхăнса вăй хураççĕ. Кунта та ĕне-выльăх нумай усраççĕ. Халь тата тепĕр çĕнĕ вите тума пикеннĕ.
Улма-çырла питомникĕнче, "Корма", "Тойсинская" агрофирмăсенче, "Звезда", "Красное знамя", "Первомайск", "Малалла" хуçалăхсенче, Н. Федоров, Л. Краснова тата ытти фермерсен хуçалăхĕсенче çĕр хакне пĕлеççĕ.
Шăхачри "Мир" хуçалăха ерт-се пыма çĕнĕ ертỹçĕне шаннă. Я. Сильвестров кĕскен кăна çур акине еплерех ирттерни пирки, вăрлăхсене çĕнетме май тупни тата фермăсене юсама пикенни пирки каласа пачĕ.
Районта инвестици проекчĕсем пĕрин хыççăн тепри хута каяççĕ. Шăхачра А. Осипов тымар çимĕçе типĕтекен цех уçнă. Сухана, кишĕре, хĕрлĕ чĕкĕнтĕре типĕтсе çатăрка хутаçсем ăшне тултараççĕ. Уйăхра 120 тонна сутăнать. Хальлĕхе 6 çынран тăракан пĕр смена ĕçлет. Малашне иккĕ йĕркелеме палăртаççĕ. Уй-хир тĕрĕслевне хутшăнакансем цехпа паллашнă май тирпейлекен промышленноçа ялсенче аталантарни вырăнлине пĕлтерчĕç.
Пăлапуç Нурăсĕнче качака ферми уçăлни те çынсене ĕç вырăнĕллĕ пулма май панă.
О. ПАВЛОВА
Хаклав
Сильвестр Шалтынов, "Чувашский" агрохими станцин специалисчĕ:
"Пĕтĕмĕшле илсен районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕ- сем çур акине аван хатĕрлен- се ирттернĕ. Çитменлĕхсем те пур. Хăш-пĕр хуçалăхсенче технологие пăхăнса ĕçлемеççĕ. Иртнĕ çулхи тĕрĕслев вăхăтĕн-че тырă акнă чухне пăрăнмалли йĕрсене маларах никĕсе хывма сĕннĕччĕ. Шел пулин те, нумайăшĕ шута илмен. Пĕрчĕллĕ культурăсем пĕр тикĕс шăтса тухчĕр тесен йĕплĕ катокпа якатса тухмаллине те асăннăччĕ. Çакна пурнăçламаннипе калчасем пĕр тикĕс шăтман: 4-5 çулçă кăларнисем те, тин тухаканнисем те пур. Тăпра пулăхлăхне лайăхлатассипе те хуçалăхсен ытларах ĕçлемелле. Пĕр 20 çул каялла навус тăкман хире курсан тĕлĕнеттĕмĕр, халь тислĕке уя илсе тухакансенчен ăнтан каятпăр".
Сергей Чаданов, фермер хуçалăх ертỹçи:
"Районта пуçаруллă çынсем пурри савăнтарать. Тымар çимĕçе типĕтмелли цех уçăлни питĕ лайăх тетĕп. Çынсемшĕн ĕç вырăнĕ те пулать тата ял хуçалăх продукцине ăçта вырнаçтармалли те пур".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)