09 июня 2017 г.
Патăрьелĕнчи "Çăкăр" музей районăн 90 çулхи юбилейĕ умĕн "Пăх-ха, мĕнле хитре эс, эпĕ пурăнакан район" ятпа сăн ỹкерчĕксен конкурсне йĕркелет. Унта 18 çула çитнĕ кашни çын хăйĕн ĕçĕпе хамăр пурăнакан тăрăхри вырăнсене, паллă ентешсене, çынсен пурнăçне, йăли-йĕркине тата ыттине те сăнланă самантсене илемлĕ кадрсемпе кăтартма пултарать.
Конкурс "Пирĕн кампа мухтанмалли те, мĕн упрамалли те пур" тата "Эпĕ çак çĕре Çĕршыв тетĕп", "Пысăк мехеллисен районĕ" номинацисемпе иртет. Кашни авторăн сăн ỹкерчĕке ят памалла, хăш вырăна е кама сăнланине те кăтартмалла. Унсăрăн ĕç туллии шутланмасть.
Хутшăнма кăмăл тăвас текенсен ĕçĕсене "Çăкăр" музейра июнĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ, сентябрĕн 5-мĕшĕнче çĕнтерỹçĕсене палăртаççĕ. Тĕплĕнрех район администрацийĕн сайтĕнче паллашма тата 6-20-64 телефон номерĕпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме май пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)