14 июня 2017 г.
Ку хутĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕ тата стадион кĕрлесе çеç тăчĕç. Вĕсенче ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе республикăн зонăри фестивалĕ иртрĕ. Унта Юхма енсемсĕр пуçне Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски, Йĕпреç районĕсенчи шкулсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Командăсенче вун икшерĕн пулчĕç. Вĕсен 9 тĕрлĕ тест витĕр тухма тиврĕ: вырăнтан тăршшĕне сикесси, тĕрлĕ дистанцие чупасси, шывра ишесси...
Хастарлăх кăтартакансем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем (физкультура учителĕсем В. Солдатовпа Ю. Краснов) пулчĕç. Вĕсем ытти командăсене чылай кая хăварчĕç. Иккĕмĕшĕнче _ Комсомольскисем.
Çĕнтерỹçĕ командăсен финалти тупăшусене хутшăнмалла пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)