14 июня 2017 г.
Первомайскинче пурăнакан пĕр хаçат тусĕ çак кунсенче Патăрьелĕнчи тăхлачăшне иккĕмĕш çур çулта илсе тăма районта тухса тăракан "Авангард" хаçата çырăнтарса парне тунине кăмăлтан пĕлтерчĕ. Вăт пултаруçă! Хĕрĕме каланине кинĕм илттĕр тенĕ евĕр, ытти хăта-тăхлачăна та çак меслетпе усă курма сĕнесшĕн. Аса илтеретпĕр: çырăнтару çак уйăхра вĕçленет.
"Авангард" тусĕсем, чăн та, район тулашĕнче те пур. Акă, Çăл Атăкра çуралса ỹснĕ, халĕ Йĕпреç районĕнчи Липовкăра пурăнакан А. Тарасова (хĕр чухнехи Карлинова) пĕр çул та "Авангард" хаçата çырăнмасăр юлмасть. Курнавăшра пурăнакан Е. Кузнецов пирки те çакнах каламалла. Вăл та Юхма ен тăрăхĕнчех кун çути курнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)