14 июня 2017 г.
Июнĕн 10-мĕшĕ, шăматкун. Патăрьелĕн паттăр ывăл-хĕрне, ĕçчен те пултаруллă халăхăмăра хăйĕн ытамне 66-мĕш хут пуçтаракан "Хĕвеллĕ" уçланкă ирпе ирех хăнасене тарават пулни туйăнсах тăчĕ.
Тĕп сцена çинчен чăваш, вырăс, тутар юрри-кĕвви, ташшисем черетленсе çеç тăраççĕ. Уяв лапамĕ çавăн пекех савăнăçлă вăйă-кулăпа, спорт ăмăртăвĕсемпе, карусель, батут, ытти илĕртмĕшсемпе, суту-илу ярмёрккипе... тулнă. Нумай нациллĕ халăх пурăнакан Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи черетлĕ акатуй-сабантуйăн пĕрремĕш кунĕ çапла кăмăлтан пуçланчĕ. Ку таранччен ăмăр тăнă çанталăкĕ çак кунхине ирпе ирех хĕвелпе савăнтарнăран уява пуçтарăннисем тата ытларах кăмăлĕсене ирĕке яма пултарчĕç. Тĕп сцена =инче шкул ачисемпе ашшĕ-амăшне, ака-суха хыççăнхи уява хапăл тунисене чăн малтанах район администрацийĕн вĕренту, çамрăксен политики тата спорт уйрăмĕн начальникĕ И. Рубцова саламларĕ, пурне те хаваслă кăмăл, ăнăçу, пысăк çитĕнỹ сунчĕ. Ун хыççăн районти шкулсенчи сцена ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)