АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака турăмăр тăрăшса, вăхăт çитрĕ савăнма

14 июня 2017 г.

Районта Раççейри Экологи, Чăваш Енри Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне тата район 90 çул тултарнине халалланă акатуя ватти-вĕтти хапăл туса килнĕ-рен июнĕн 11-мĕшĕнче "Хĕвеллĕ" уçланкă шавласа та кĕрлесе çеç тăчĕ. Ака-суха вĕçленнĕ хыççăн паллă тăвакан уяв чăваш, тутар, вырăс, ирçе тумне тăхăннă хĕрсемпе каччăсем вăййа тухнинчен пуçланчĕ.

Лайăх кăтартусемшĕн гранта тивĕçнĕ

Районта 66-мĕш хут иртекен акатуя Патăрьелсем тулли те савăк кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Çакна валли сăлтавĕ те пур. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем çур аки ĕçĕсене çанталăк условине пăхмасăрах ăнăçлă вĕçлерĕç. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çине тăрсах вăй хураççĕ. Ял хуçалăх продукцине туса илессипе те республикăра иккĕмĕш вырăнта. Çулталăк пуçланнăранпа ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче сĕт суса илесси 20 процент ỹснĕ. Раççей Федерацийĕн тата республикăн программисене те хастар хутшăнаççĕ. Шăпах çак тата ытти кăтартусем района республикăри хуласемпе районсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнма, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ районăн обществăлла инфраструктурине аталантарма паракан гранта (6 млн тенкĕ) çĕнсе илме пулăшнă.

"Хурăн çулçи çурăлсан килет вăрман илемĕ,

Хĕрсем вăййа тухсассăн килет вăйă илемĕ...", _ тесе шăрантарчĕç. Вĕсен çепĕç те шăнкăравлă сассисем инçете саланса килнĕ хăнасене çывăхарах пыма йыхравларĕç. Çав вăхăтрах тепĕр ушкăн ĕлĕкхи пурнăçăн хăш-пĕр саманчĕсене _ кĕлте çапнине, пир шуратнине, тырă акнине _ кăтартрĕ. Мероприятие хутшăнакансем _ ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев, район пуçлăхĕ М. Петров, район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов, строительство, архитектура тата коммуналлă хуçалăх министрĕ В. Михайлов, Чăваш Патшалăх Канашĕн агропромышленность комплексĕн, экологин тата экономика политикин комитечĕн председателĕ С. Павлов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем О. Мешковпа К. Ермолаев тата ытти хăнасем _ хаваспах асатте- асанне йăли-йĕркине хапăл туса вăйă картине тăчĕç.

Акатуя район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов уçрĕ. Вăл пурне те ăшшăн саламланă май уява килме кăмăл тунă хаклă хăнасене, Юхма енĕн ĕçчен те тарават çыннисене, аслă ăрăва тав турĕ.

Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев та хăйĕн сăмахне саламранах пуçларĕ. Унтан вăл çакăн пек уявсем йăла-йĕркене упраса хăварма май панине, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пулăшнине каларĕ. Патăрьелсем ял хуçалăхне аталантарассипе, çĕр ĕçĕпе, предпринимательлĕхе çул парассипе яланах ăнăçлă ĕçлеме, палăртнă тĕллевсене Раççей, Чăваш Ен программисене хутшăнса пурнăçлама тăрăшнине пĕлтерчĕ. Раççей, республика шайĕнчи хисепе тивĕçнисем Михаил Васильевич аллинчен хăйсен наградисене илчĕç.

Уяв малалла тăсăлнă май 2016 çулхи производствăпа финанс ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе агропромышленность комплексĕнчи предприятисемпе организацисем хушшинчи экономика ăмăртăвĕн çĕнтерỹçисене сцена çинче саламларĕç. Кăçал чи лайăххисен шутне "Исток", "Корма" агрофирмăсем тата "Красное знамя" ЯХПК кĕчĕç. "Чи лайăххи" ята илнисем район администраци пуçлăхĕнчен Р. Селивановран тата район администраци пуçлăхĕн çумĕн- чен, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕнчен Л. Кузнецовран Хисеп грамотисемпе сумлă парнесем илчĕç. Ĕçре палăрнисем, çурт-йĕр тума патшалăх пулăшăвне тивĕçнисем те çак уявран пушă алăпа каймарĕç.

Чыслав вĕçленсенех сцена çине артистсем тухрĕç. Ра- йонти культурăпа кану центрĕнче, ялсенчи культура çурчĕсенче вăй хуракансем, фольклор ушкăнĕсемпе ансамбльсем, Чĕмпĕр облаçĕнчен килнĕ хăнасем халăха хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Куракансем кашни номере алă çупса кĕтсе илчĕç.

Кăнтăрла тĕлне акатуй тата ытларах вăй илчĕ: çынсен шучĕ ỹснĕçем ỹсрĕ. Ялсенче никам та юлман тейĕн. Çулталăкра пĕрре иртекен уява кашнийĕн хутшăнасси килни каламасăрах паллă. Патăрьелсен савăнăçне пайлама Чĕмпĕртен, Çĕпрел районĕнчен тата ытти çĕртен те килнĕ. Хăнасем те, ентешсем те ял тăрăхĕсен пурнăçĕпе, паллă вырăнĕсемпе паллаштаракан баннерсене, районăн ĕнерхипе паянхине сăнлакан сăн ỹкерчĕксен куравне тĕлĕнсе пăхрĕç. Кун пекки халĕччен пулманран пуриншĕн те интереслĕ пулчĕ.

Ачасемшĕн те акатуй чылайлăха асра юлĕ. Вĕсене валли кунта аттракцион çителĕк- лех ĕçлерĕ, анчах пĕрех карусельпе ярăнас текенсем нумайăнччĕ. Батут, "шăрчăк" çинче сикме юратакансен те çак кунхине кăмăлĕсем тулчĕç.

Суту-илỹ речĕсем пирки те асăнмасăр иртме çук. Сутакансем ăçтан кăна килмен-ши? Пĕрисем кĕпе-йĕм, шлепке сĕнеççĕ, теприсем пушмак... Апат-çимĕç ретĕнче шашлăк шăрши илĕртет. Çемйи-çемйи- пе сĕтел хушшине ларса апатланаççĕ те татах уява вас-каççĕ. Акатуй палли _ тăм шăхлич сасси _ "Хĕвеллĕ" уçланкăра каçченех янăрарĕ...

Хаклав

Олег Мустаев, Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен "Еткер" ыр кăмăллăх фончĕн председателĕ, "Волга" ПТРК наци программисен редакцийĕн тĕп редакторĕ:

"Акатуй питĕ вăйлă, хăватлă. Патăрьелсенчен пирĕн вĕренмелли нумай. Патăрьел акатуйне курма районта тата республикăра пурăнакансем кăна мар, ытти тăрăхран та килме тăрăшаççĕ. Кунта уява çỹллĕ шайра ирттереççĕ. Çакăнта вырăнти ертỹçĕсен, ĕçченсен вăй-хăвачĕ, пĕрле килĕштерсе ĕçлени курăнать. Лапамĕ те питĕ хитре".

Мария Андреева, Чĕмпĕр облаçĕнчен, "Укăлча" фольклор ансамблĕн артисчĕ:

"Пире Патăрьелсем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Акатуя мĕнле йĕркелени питĕ килĕш- рĕ. Эпĕ хам та çак районти Треньел ялĕнчех çуралнă. 14 çулта чухне Чĕмпĕр тăрăхне куçса кайнă. Район та питĕ хитре, илĕртỹллĕ. Çуралнă кĕтес çапла аталанса пынишĕн чунтанах савăнатăп".

Надежда Плешкова, "Звезда" ЯХПКн бухгалтерĕ:

"Паянхи уяв кашни çыннăн кăмăлне уçать пуль тетĕп _ савăк юрăсем, наци ташшисем халĕ те куç умĕнчен каймаççĕ. Маншăн тата çемьешĕн кăçалхи акатуй пушшех те асра юлĕ: ĕçĕме пысăка хурса хакласа Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Тавне пачĕç. Çакăншăн эпĕ Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Васильевич Игнатьева, район администраци пуçлăхне Рудольф Васильевич Селиванова, "Звезда" хуçалăх ертỹçине Александр Вячеславович Торговцева тав тăватăп".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика