14 июня 2017 г.
Июнĕн 11-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Хĕвеллĕ" уçланкă çанталёк хĕвеллĕ те кăмăллă пулнăран-тăр кĕрлесе те янăраса çеç тăчĕ! акатуйăн тĕп сцени çинчен юрă-ташă ăстисем савăнтарчĕç, çав вăхăтрах уяв программипе килĕшỹллĕн спортсменсем спортăн тĕрлĕ енĕпе хăйсен пултарулăхĕпе маçтăрлăхне кăтартса куракансене тыткăнларĕç. Чăн малтанах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен вăййи акатуя пуçтарăннă нумай-нумай куракана тыткăнларĕ. Помост çине тĕрлĕ виçе ушкăнĕнчи спортсменсем 60 - 70, 80... килограмлисем тухрĕç. Акатуйăн чи хисеплĕ парнине -- такана çĕнсе илекенĕ вара Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренекен А. Чашкин пулчĕ. 18 çул çеç тултарнă Кĕçĕн Арапуç каччине кĕрешỹ техникине вĕрентекенĕ, пĕрремĕш тренерĕ -- ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Абдулла Камалетдинов.
Х х х
Ипподромри лашасен ăмăртăвĕ те хĕрỹ иртрĕ. Кăçалхи акатуй паттăрĕ В. Краснов пулчĕ, "Газик" урхамахĕпе вăл финиша чăн малтан кĕчĕ. Ипподромри лашасен ăмăртăвĕ те хĕрỹ иртрĕ. Кăçалхи акатуй паттăрĕ В. Краснов пулчĕ, "Газик" урхамахĕпе вăл финиша чăн малтан кĕчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)