14 июня 2017 г.
Июнĕн 11-мĕшĕнче районта ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев пулчĕ. Вăл район пуçлăхĕпе М. Петровпа район администраци пуçлăхĕпе Р. Селивановпа, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕпе М. Валитовпа пĕрле Шăнкăртамри Ф. Чабатов фермер хуçалăхĕнчи осетр пулăсене ĕрчетекен хупă бассейн- па паллашрĕ. Бассейна фермер хăйĕн вăйĕпе тунă. Хăнасем çак объектăн пĕлтерĕшĕ районшăн та, республикăшăн та пысăккине палăртрĕç. Ф. Чабатов 2006 çулта фермер хуçалăхне уçнă. Унăн 500 гектар ытла çĕр. Кăçал сĕлĕ _ 200, урпа _ 190, çĕр улми 10 гектар ытла никĕсе хывнă. Çавăн пекех выльăх пусса тирпейлемелли ятарлă цех та пур. М. Игнатьев Ф. Чабатов хуçалăхĕнче пулнă хыççăн районти акатуя хутшăнчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)