14 июня 2017 г.
Александр Сымов, Çĕньял шкулĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ:
_ Районта ака-суха ĕçне пĕтĕмлетекен халăх аявĕ _ акатуй _ маншăн уйрăмах асра юлĕ. Уçланкăна пуçтарăннă йышлă халăх умĕнче Республика Пуçлăхĕн аллинчен _ Михаил Васильевич Игнатьевран ĕçре тунă çитĕнỹсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн _ Чăваш Республикин Хисеп грамотине илни маншăн питĕ пысăк чыс, хисеп пулчĕ. Çакă вăл манăн ĕçри хастарлăха, творчество шайĕн- чи пултарулăхăма тата ытларах пуянлатмалли сăлтав.
Сăмах май каласан, манăн творчество архивĕнче ЧР вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотипе, районти конкурсра çĕнтерсе "Районти чи лайăх учитель" ята тивĕçнĕшĕн чыс тунă Хисеп хучĕпе тата ытти тав хучĕсемпе юнашарах Республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн илнĕ чыславшăн коллективпа та, çемьепе те хĕпĕртетпĕр. Раççей кунĕ умĕн çакă маншăн питĕ пысăк парне пулчĕ.
Петр Никифоров, "Красное знамя" хуçалăх ертỹçи:
_ Паян чăн-чăнах та пирĕн район çыннисемшĕн, тĕрлĕ отрасльте тăрăшакан ĕçченсемшĕн, аяк-ри тата çывăхри хăнасемшĕн чи кĕтнĕ те хисеплĕ уяв _ акатуй! Раççейри Экологи, Чăваш Енти Амăшĕпе Ашшĕн çулта- лăкне тата тăван Юхма енĕм 90 çул тултарнине халалланă уяв питĕ кăмăллă та асра юлмалла иртрĕ темелле. Патăрьелсене Михаил Игнатьев чыс, хисеп тума, республика шайĕнчи пысăк ỹсĕмсемшĕн тав тума килни те пĕлтерĕшлĕ.
"Красное знамя" хуçалăх çулсеренех çак уявра хисепе тивĕçет. Кăçалхи ака-суха ĕçĕсемпе пирĕн хуçалăх иккĕмĕш вырăн йышăнни, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çитĕнỹсемпе вара районта чи кăтартулли пулни пирĕн хуçалăх ĕçченĕсен ĕç результачĕ темелле. Ку _ пирĕн пĕрлехи савăнăç!
Надежда Михайлова, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ:
_ Нăрваш Шăхальсем паянхи акатуя пысăк хавхаланупа хутшăнаççĕ. Çак тĕллевпе тĕп сцена çинче фольклор ушкăнĕ те, уйрăм артистсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, унсăр пуçне "Хĕвеллĕ" уçланкăра иртекен спорт ăмăртăвĕсенче те Нăрваш Шăхальсем сахал мар çĕнтерỹ турĕç. Уйрăмах маунтинбайк енĕпе тĕнче шайне тухнă Ирина Калентьеван пĕчĕк çĕршывĕнче пулас олимпиецсем велоспортпа малти вырăнсене йышăнни савăнтарчĕ. Тепĕр пысăк хак вара _ район администрацийĕ манăн ĕçе пысăка хурса хаклани.
"Районти чи лайăх муниципаллă служащи _ 2016" хисеплĕ ята илни муниципалитет ĕçĕнче мана тата ытларах хавханса ĕçлеме пулăшĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)