16 июня 2017 г.
Çемьери харкашу пирки çыру йĕрĕпе участокри пĕр ялтан таврăнчĕ çеç М. Кудряшов, участок уполномоченнăйĕн алăкĕ умĕнче каллех икĕ-виçĕ çын пуçтарăнма та ĕлкĕрнĕ.
_ Мĕнле ыйтупаччĕ эсир? _ ĕç пỹлĕмне кĕнĕ-кĕменех кăсăкланчĕ полици майорĕ.
Яланхиллех пакунлă "пиччесенчен" йĕрке те тирпей енĕпе пулăшу, ырă улшăну кĕтме хăнăхнă граждансем хальхинче те пĕрне-пĕри пỹле-пỹлех тулса çитнĕ нушине калама пикенчĕç. Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан хĕрарăмсем хăйсен кỹршинче темиçе çул ĕнтĕ çурт умĕнче вăрман хуçалăхĕнчи е пĕр-пĕр пысăк складри евĕр ăпăр-тапăр, строительство материалĕсем сапаланса выртни, анкартинче кăкăр таран хыт-хура ашкăрса кỹршисен анисене варалани пирки чун пăшăрханăвне çитерме килнĕ иккен. Пуш çурт кас илемне те йăлтах сăнсăрлатать...
Участковăй хĕрарăмсем асăннă проблемăна тахçанах шута илнĕ-мĕн. Анчах çакăншăн айăплама е асăрхаттарма никама та пĕлмелле мар: хуçисем çĕре кĕнĕ хыççăн çурт хальлĕхе пĕр Турă аллинче çеç, никам çинче те шутланмасть. Апла пулин те вăл çынсене пушă алăпа кăларса ямарĕ. Çак кунсенчех çурт хуçин ачисене тупса (аякри хулара пурăнаççĕ) çивĕч ыйтăва ял тăрăх специалисчĕсемпе пĕрле вырăнтан тапратассине шантарчĕ.
Участокри уполномоченнăй патне кун каçа çапла темĕнле ыйтупа та пулăшу ыйтма килеççĕ. 25 çул çак ĕçре тăрăшакан М. Кудряшов яланах халăх умĕнчи хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлать. Хальхи вăхăтра вăл Нăрваш Шăхаль тата Çĕньял ял тăрăхĕсенчи обществăлла йĕркелĕхшĕн, çемьери, ялти тăнăçлăхшĕн, ытти йĕрке-тĕркешĕн яваплă. Чĕрĕк ĕмĕрте йĕрке хуралĕн сотрудникĕн хăрах куçпа çеç тĕлĕрнĕ каçсем те пайтах пулнă. Çумăр çусан та, тăман вĕçтерсен те преступлени тунă е йĕркене пăснă вырăна талăкăн кирек хăш сехетĕнче те вăхăтра çитме хăнăхнă вăл.
_ Участокри ултă ялти тин çуралнă ачаран пуçласа чи ватă шурсухал таранчченех участковăйăн пĕлсе, сăнаса тăмалла. Урăхла каласан, пирĕн "хреснай атте" вырăнĕнче пурне те хỹтĕлесе, йĕркелесе, тирпейлесе тăрасси _ пĕрремĕш тивĕç. Кучухне маларахри çулсемпе танлаштарсан пирĕн ĕç калăпăшĕ пĕчĕкех мар. Апла пулин те ĕçри паха опыт пире чылай чухне вăй кỹрет,_ çапла хак пачĕ хăйсен çăмăл мар ĕçне район полицийĕн 4-мĕш участокĕн участковăйĕ Морис Васильевич.
А. ЕГОРОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)