АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хыпар кĕтет Кĕтерук аппа, Çавăнпа çывăх "Авангардпа"

16 июня 2017 г.

 Ĕç пỹлĕмĕнчи телефон вăрăммăн шăнкăртатрĕ. Трубкăра палланă хĕрарăм сасси. Вăл районта тухса тăракан "Авангард" хаçата пĕрремĕш çур çулшăн çырăнса илнĕ пулнă. Анчах ăна почтальонка июнь уйăхĕнче памасть-мĕн. Айăпĕ пирĕнте мар пулин те ыйту хуравне тупма тăрăшрăмăр. Почтальонки çĕнĕскер иккен, малтанхи черетлĕ канăва кайнă.

Район хаçатне тухнă кунах илсе вулайманни тата ыттисене те пăшăрхантарать. Хăш-пĕр чухне Шăнкăртамсем те тарăхаççĕ çак сăлтавпа. Вăрăм урамсенчи почтальонкăсем пĕр расхутпа, эрнекун çеç валаçеççĕ, ытларикунхи "Авангардшăн" утма ỹркенеççĕ иккен.

Аслă Чемене вара район хаçачĕ 55 экземпляр килсе тăрать. Çулталăк ытла почтальонка çук пулин те ял халăхĕ "чун апатне" çырăнассинчен пăрăнмасть. Пĕри хаçат илме почта уйрăмне кайнă чухне кỹр- шинне те илсе килет. Тепрехинче çамрăкраххи валеçет. Аслă çулхисем те утма ỹркенмеççĕ почта уйрăмне... Кирек мĕнле пулсан та ялта почтальонкăра ĕçлеме пултаракан çын çук тенине те ĕненес килмест.

_ Пур харсăрсем. А. Сюзюкина вăхăтлăха çеç ĕçлеме кĕнĕччĕ. Вăр-варлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ, анчах урăх вырăна куçрĕ,_ терĕ кун пирки почта уйрăмĕн ертỹçи И. Моисеева.

Пĕр вăхăтра Первомайскинче те çакнашкал лару-тăруччĕ. Вĕсем йывăрлăхран тухрĕç. Çĕнĕ Ахпỹртре те почтальонка улшăнчĕ. Паян çамрăкăн хастарлăхĕпе вара почта уйрăмĕн ертỹçи те кăмăллă. Урăхла каласан ĕçлес текене ĕçĕ те тупăнать, кăтартăвĕ те лайăх.

Халĕ шăпах иккĕмĕш çур çулшăн район хаçатне çырăнтармалли кампани пырать. Вăл вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Çитме ĕлкĕрнĕ-и-ха почтальонкăсем кашни вулакан патне? Тепĕр чухне шкулсенче ĕçлекен учительсем, медицина ĕçченĕсем, культурăра вăй хуракансем, ытти организацисене утакансем çак яваплă кунсенчен сисмесĕрех тăрса юлаççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисем хушшинче те почтальонкăпа курнăçайманнишĕн пăшăрханаççĕ. Çавăнпа та кăçалхи иккĕмĕш çур çулта та "Авангард" тусĕ-сем пирĕнпе пĕрлех пуласси сирĕнтен, хисеплĕ почтальонсем, нумай килет. Район хаçатне çырăнмасан мĕн чухлĕ хыпартан тăрса юлан!

А. АСТРАХАНЦЕВА, социаллă пурнăçа çутатакан редактор

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика