АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика Пуçлăхĕ- Китай Халёх Республикинче

16 июня 2017 г.

Çĕртме  уйăхĕн 15-16 кунĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе пыракан официаллă делегаципе Китай Халăх Республикинче пулать.  Сумлă делегаци «Атăл-Янцзы»  регионсем хушшинче пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлессипе тимлекен канашĕн иккĕмĕш ларăвне хутшăнать.

Делегаци йышĕнче – РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин представителĕсем, РФ Экономика, Культура министерствисен ертӳçисем, округри субъектсен пуçлăхĕсем, наукăпа вĕрентӳ пайĕнче ĕçлекен ăсчахсем, Атăлçи тăрăхĕнче ĕçлекен бизнес-пĕрлешӳ представителĕсем пулĕç.  

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Хэфэй хулинче Аньхойский компанийĕн ĕçĕпе паллашма тĕллев лартнă, «Цзянхуай группа» (JAC) автомашинăсене курса хаклĕç.

Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Михаил Бабичпа Ян Цзечи регионсен хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене сарассипе ĕçлекен канашăн иккĕмĕш ларăвне йĕркелесе ертсе пырĕç.  Ун чухне Атăлçи федераци округĕнчи регионсем Китайри чи паллă предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçлемелли килĕшӳсене çирĕплетме тĕллев лартнă.  Раççейпе Китай хушшинче тахçантанпах тĕвĕленнĕ ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатма палăртса хунă. 

Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри – Атăлçи тăрăхĕнчен кайнă официаллă делегаци Хэфэй хулинче Раççейпе Китай çамрăкĕсен IV форумне торжествăлла майпа вĕçленĕ ятпа ирттернĕ пулăма хутшăнни пулса тăрĕ.

Палăртса хăваратпăр, Раççейпе Китай Çамрăкĕсен форумне Чăваш Енрен 10 студент кайнă.  Вĕсем И.Я. Яковлева ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен тата Шупашкарти кооператив институтĕнчен.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика