16 июня 2017 г.
Ĕнер, июлĕн 15-мĕшĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин çынсен ыйтăвĕсене тỹрĕ эфирта хуравларĕ. Çакна та па- лăртса хăвармалла: Раççей Ертỹçине граждансем маларахах, тỹрĕ эфира тухичченех, хăйсен ыйтăвĕсене шăнкăравласа пĕлтерме, СМС-хыпарсене çырса, видеороликсене ỹкерсе ятарлă адрессемпе çитерме пултарчĕç. Çавăн пекех "ВКонтакте", "Одноклассники" социаллă сетьсенче те çынсем пăшăрхантаракан ыйтусене хускатрĕç. Программăна "Пĕрремĕш каналпа", "Раççей1", "Раççей 24" телеканалсемпе, "Маяк", "Раççей радиовĕ" радиостанцисемпе пăхма-итлеме пулчĕ.
Аса илтеретпĕр: çакнашкал тỹрĕ эфира 2001 çултанпа ирттереççĕ. Вăл çулсеренех хăйĕн пĕлтерĕшне ỹстерсе пырать. Иртнĕ çул Владимир Путин 4 сехете яхăн тăсăлнă калаçура 74 ыйтăва хуравланăччĕ. Хальхинче те маларах ун патне икĕ миллиона яхăн ыйтупа тухнă.
Тỹрĕ эфирти калаçăва пирĕн районти ĕç коллективĕсем те, уйрăм çынсем те итленĕ. Вулакансене хăш-пĕр çынсен шухăшĕсемпе паллаштаратпăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)