АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экономика аталанăвĕнчи тачă çыхăнусем

20 июня 2017 г.

Китай Халăх Республикинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионăн потенциалĕ пирки презентаципе «Атăл-Янцзы» регионсем хушшинчи Канашăн ларăвĕнче паллаштарнă...

«Эпир халăхсене пĕр-пĕринпе туслă тачă çыхăнса ĕçлеччĕр тесе кирлĕ пек мĕнпур условисене йĕркелесе паратпăр.  Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи çыхăнусене сарса пыратпăр.  Пĕр-пĕрин лайăх ĕç опычĕсене тĕпе хурса ĕçлетпĕр, Чăвашсемпе Китай халăхĕсем хушшинчи Кооперациллĕ çыхăнусене анлăлатассипе кулленех ĕçлетпĕр.  Чăваш Енре агропарк хута ярасси те паллă, ĕç-пуç хĕрӳ пырать», _ тенĕ Михаил Игнатьев.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикине Раççейре чи ăнăçлă регион, шанчăклă партнер пек пĕлнине каланă.  Республика суту-илӳ енĕпе 92 çĕршывпа тачă çыхăнса ĕçлет. Вĕсен шутĕнче: Китай, Белоруç, Казахстан, Германи, Итали, Швейцари, Франци, Азербайджан, Инди, Польша, Бельги тата ытти çĕршыв-

сем. Чăваш Республикин тулашри суту-илӳ çаврăнăшĕ 2016 çулта 2015 çулхинчен 3,6 процент ӳснĕ.

«Китай Республикипе те тачă, ĕçлĕ çыхăнура. Кăтартусем те пысăк. Чăваш Республикипе Китай Халăх Республики хушшинчи тулашри суту-илӳ çаврăнăшĕ 2015 çулхинчен чылай нумай хăпарнă, 24,4 процентпа танлашать», _ тенĕ регион Ертӳçи.

 Китай  бизнес-пĕрлешĕвĕсен представителĕсене Чăваш Республикине йыхравланă май, Михаил Игнатьев регионта предпринимательсене аталанса вăй илме пĕтĕмпех условисем çителĕклĕ пулнине пĕлтернĕ.  РФ 85 субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики Наци рейтингĕн кăтартăвĕсем тăрăх, инвестици илĕртӳлĕхĕпе кăçал хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тухнине каланă.

(ЧР официаллё власть порталĕнчен)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика