АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла-аллăн ĕç тусан тăнăçлăх пулĕ ялан

20 июня 2017 г.

 "Манăн полици мана сыхлать" текен каларăш халăх хушшинче анлă сарăлнă. Кирек мĕнле ыйтăва татса пама тытăнсан та йĕрке хуралĕн сотрудникĕсене чĕнетпĕр. Çавăнпа хамăрăн та йывăр лару-тăру сиксе тухсан полици ĕçченĕсене кирлĕ таран пулăшма тăрăшмалла, вĕсемпе çыхăнса ĕçлемелле.

Çак кунсенче районти полици уйрăмĕнче иртнĕ видеоканашлура та ку ыйту пĕрремĕш вырăнта пулчĕ. Вебинара Чăваш Республикин общество канашĕн председателĕ Валерий Витальевич Андреев ертсе пычĕ . "Хальхи вăхăтра ачасен çуллахи лагерĕсенче, халăх канакан вырăнсенче тимлĕх ытларах кирлĕ. Çакна шута илсе обществăлла йĕркелĕхе тытса тăма полици уйрăмĕ çумĕнчи общество канашне явăçтармалла.Май пур таран студентсенчен, ĕçлекен çамрăксенчен халăх дружинисем йĕркелемелле. Килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса та пулăшса ĕçлесен çеç хамăр пурăнакан, канакан вырăнсенче тирпейлĕхпе тăнăçлăх хуçаланĕ", _ терĕ канашлăвăн тĕп темине уçнă майăн В. Андреев. Ку сăмахсемпе видеоканашлăва килнĕ район полицийĕ çумĕнчи общество канашĕн членĕсем тата унăн председателĕ П. Перепелкин та килĕшрĕç.

Çавăн пекех кун йĕркине кĕнĕ ыйтусен хушшинче çул-йĕр çинчи инкексен, уйрăмах ачасемпе пулакан аварисен профилактики çине ытларах тимлĕх уйăрмалли, полици ĕçĕн результачĕсене районта пурăнакансем патне çитермелли майсем пирки те пулчĕ. Халăх хушшинче илтĕнекен сăмахсене те пăхса тухмасăр ирттерсе ямалла марри, профилактика ĕçĕсене ирттернĕ чухне, вырăнти çынсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ вăхăтра та яланах общество канашĕн членĕсене явăçтармалли çинче те чарăнса тăчĕç вебинарта.

Кунтах районти шалти ĕçсен пайĕн ертỹçи А. Фомин канашлăва хутшăннисемпе туса ирттернĕ ĕçсене пăхса тухрĕç, малашнехи плансене палăртрĕç.

Н. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика