30 июня 2017 г.
Çĕрпỹ районĕнчи ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Звездный" лагерьте республикăри "Орленок" тата "Зарница" финалти вăйăсене пĕтĕмлетнĕ. Унта 800 ытла ача, 83 команда ăмăртнă. Каччăсемпе хĕрсен чăтăмлăхне 4 кунхи ăмăртусенче тĕрĕсленĕ. Вĕсем спортра та матур, тĕрĕслевре те сатур, тупăшура та харсăр иккен. Çакна чыславра республикăри вĕрентỹ, çамрăксен политики министрĕн çумĕ А. Федорова, Чăваш Республикин çар комиссарĕн çумĕ, граждансене службăна хатĕрлес енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ С. Козюра, Çĕрпỹ, Красноармейски, Куславкка, Вăрмар районĕсен çар комиссарĕ В. Буклаков тата ытти яваплă çынсем те çирĕплетнĕ.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди "Зарница" ушкăнĕ (ертỹçисем Ю. Васюткин, А. Владимиров, отделени командирĕ Е. Селиванов) çĕнтерỹçĕ пулса таврăннă. Егор Селиванов вара Чăваш Енри "Чи лайăх командир" ята тивĕçнĕ. Ăмăртура парнеленĕ кубок спортсменăн черетлĕ хавхаланăвĕ, шкул, çемье савăнăçĕ.
Професси паракан вĕрентỹ учреждений
ĕсен шутĕнче вара агропромышленность техникумĕн студенчĕсем (ертỹçи А. Григорьев) иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекенсем (ертỹçи Чăваш Енри В. Матюшкин) "Орленок" ушкăнра виççĕмĕш вырăнта.
Çĕнтерỹçĕ командăсемпе призерсем дипломсене, кубоксене, медальсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех мала тухнисене çарпа спорт хатĕрĕсем те парнеленĕ.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсен республика чысне Атăлçи федераллă округра хỹтĕлемелле пулать. Ăнăçусем сунатпăр вĕсене.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)