30 июня 2017 г.
Элĕк районĕнче республикăри шкулсенчи географи учителĕсен "Манăн пĕчĕк çĕршывăм" темăпа краеведенипе туризмăн çиччĕмĕш слечĕ иртрĕ. Ăна Раççейри Экологи, Чăваш Республикинчи Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне халалланă. Унта 80 вĕрентекен явăçрĕ. Икĕ кунлăх программăра спорт ăмăртăвĕсем, конкурссем, тăван тавралăха пĕлнине тĕрĕслесси тата ыттисем те пулчĕç.
Пирĕн район чысне Турханти вăтам шкулти В. Башмаков, Пăлапуç Пашьелĕнчи И. Тихоновпа А. Лисицына, Туçари А. Сеприханов, Сăкăтри С. Елкин, Хирти Пикшикри Э. Молотков, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Кузнецова, Çĕньялти Н. Тихонова, Кивĕ Ахпỹртри Л. Кошкина хỹтĕлерĕç. Командăна район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Л. Карягин ертсе пычĕ.
Презентацисем хỹтĕлесси, çутçанталăк пуянлăхĕнчен сувенирсем тăвасси кăмăллă иртрĕ. Сцена çинче те матур вĕрентекенсем. Юрăсене хăйне май çивĕч, кăсăклă ăсталанă вĕсем.
Районти литературăпа краеведени музейне çитни, тури чăвашсен культурăпа йăли-йĕр- кине çутатакан этника вырăнĕсенче пулни вĕрентекенсен асне юлатех.
Пĕтĕмлетỹ те кăмăллă пулчĕ. Çĕнтерỹçĕ командăсем дипломсене тивĕçрĕç, кашни участник сертификат илчĕ.
Район команди конкурссенче çичĕ хутчен призлă вырăнсене тивĕçрĕ. Çакă савăнтарать. Инçе çула тухса кайма районти вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕ пулăшу кỹни те кăмăллă.
С. КАЛЬМЕТОВ, А. САЛМИН, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсем
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)