АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç чечекĕ _ ачасем, канаççĕ лагерьте вĕсем

30 июня 2017 г.

Çак шухăш тепĕр хут çирĕпленчĕ манăн Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти ачасен çуллахи кану лагерьне çитсе курнă хыççăн. Хĕвел ăшшинче стадионта выляканскерсен пичĕсем йăл кулăпа çиçеççĕ. Тивĕçлипех канаççĕ вĕсем.

_ Куна кашни ирех зарядкăран пуçлатпăр эпир. Çакă та ачасен кăмăл-туйăмне çĕклеме пулăшать ахăртнех,_ терĕ ман шухăша вуласа лагерь начальникĕ П. Лаврентьева. _ Канма 45 ача çỹрет. Вĕсем 2-6 классенче вĕреннĕскерсем.

Кăçалхи канăва Раççейри Экологи, Чăваш Республикинчи Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне халалланă. Çавăнпа та йĕркелекен мероприятисене ытларах вĕсемпе çыхăнтарма тăрăшаççĕ. Пĕр кунĕнче аттепе аннене, çемьене сăнарлакан сăн ỹкерчĕксен конкурсне ирттернĕ. Тепринче ушкăнпах ял библиотекине çул тытнă. Кунта вара А. Фролова библиотекарь пăрахакан çỹп-çап (пылак пластик савăтсем, апат-çимĕçе чĕркенĕ çатăркасем тата ытти те...) çĕрменнине, сывлăша вараласа выртнине ĕнентерỹл- лĕн каласа панă.

"Умники и умницы" конкурс та пурне те килĕшнĕ.

А. Пушкинпа çыхăнтарса унăн поэзине аса илни вырăнлă пулчĕ. Александр Сергеевич пултарулăхне тишкерчĕç. Унăн произведенийĕсене куç умне кăларчĕç. В. Платонова воспитатель А. Пушкинăн литература каçалăкĕнчи ĕç-хĕлне çутатса пачĕ.

Пирĕн таврара мĕн тĕрлĕ курăк ỹсмест-ши? Ытларахăшĕнчен сиплĕ эмелсем хатĕрлеççĕ. Çак темăна ачасемпе О. Васильевапа Е. Осипова воспитательсем çĕклерĕç. Экомарафона лагерьте канакансене Т. Калькина явăçтарчĕ. Н. Павлова вĕрентекен вара черетлĕ мероприятинче чăваш наци халăхĕн йăли-йĕркине аса илтерчĕ.

Уçă сывлăшра иртекен спорт ăмăртăвĕсем те килĕшеççĕ ачасене. В. Бородкин "Солнышко" тата "Бригантина" командăсене футболла выляса мала тухассипе ăмăртусем ирттерчĕ. Тĕл персе С. Егоровпа А. Михайлова мала тухрĕç.

Çанталăк çумăрлă чухне ачасем ушкăнпа мультфильмсем, халапсем пăхаççĕ. Вĕсене воспитательсем туслăха çирĕплетме май параканнисене, аслисене хисеплеме вĕрентекеннисене, тирпей-илеме хăнăхтараканнисене, ĕçе явăçма пулăшаканнисене ытларах суйласа илнĕ.

Йывăр шăпаллă, йышлă ачаллă çемьесенчи хĕрачасемпе арçын ачасем те çỹреççĕ лагере. Пурте кунти пурнăçа килĕштереççĕ вĕсем.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика