АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта _ пичет министрĕ

30 июня 2017 г.

Виçĕмкун, июнĕн 28-мĕшĕнче, пирĕн районта Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов пулчĕ.

Александр Степанович район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Васильевич Селивановпа пĕрле "Авангард" хаçат ĕçченĕсемпе тĕл пулу йĕркелерĕ. Ведомство министрĕ творчество коллективĕ- пе хускатнă ыйтусем чăн малтанах массăллă информаци хатĕрĕнче тăрăшакансен паянхи проблемисене çивĕчлетме май парĕç. Александр Степанович хăйĕн сăмахĕнче журна- листсен хаçатăн сăн-сăпатне улăштарас, материалсен çивĕчлĕхне ỹстерес тĕллевпе чăн малтанах чĕлхе пуянлăхĕпе ытарлăхне шута илсе ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

_ Хаçат тата вырăнти влаç халăхшăн ĕçлемелле, унăн интересĕсене, вĕсене паянхи кун пăшăрхантаракан ыйтусене татса пама пулăшмалла. Унăн страницисенче тĕрĕс те çивĕч, критикăлла материалсем, ырă та пархатарлă пулăмсем, хисепе тивĕçлĕ ят-сумлă çынсем пирки статьясем пичетленни журналистсен авторитетне те, вулакансен йышне те ỹстерĕ. Çапла пултăр тесен калем ăстисен творчество каçалă- кĕнче пĕр вĕçĕм çĕннине шырамалла, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалла, çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртмелле,_ çапла тĕллев лартрĕ ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов "тăваттăмĕш влаç" коллективĕпе тĕл пулнă самантра.

Çавăн пекех Александр Степанович хаçат редакцийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăх планĕсемпе, çырăнтару тапхăрĕн итогĕпе те паллашрĕ, çак кунсенче "Авангард" хаçатăн интернет-сайчĕн çĕнĕ формачĕ ĕçлесе кайма хатĕр пулнине ырларĕ.

Район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов журналистсене малашне те вырăнти влаç органĕпе тачă çыхăнура ĕçлеме, районти ĕç- хĕле тĕрĕс те оперативлă, кирлĕ пулсан критикăлла çутатма ырă сунчĕ.

Тĕл пулурах Александр Степановичпа Рудольф Васильевич "Авангард" хаçат ĕçченĕсене çĕнĕ тĕп редакторпа _ Александр Козловпа _ паллаштарчĕç.

Александр Иванович хаçат ĕçĕнче çĕнĕ çын мар. Вăл 1994 _ 1998 çулсенче асăннă коллективра корреспондентра, экономика пайĕн заведующийĕнче, 2007 _ 2011 çулсенче вара "Авангард" хаçатăн тĕп редакторăн çумĕнче тăрăшнă. Çемьеллĕ, мăшăрăпе пĕр ывăл çи- тĕнтернĕ.

Сăмах май каласан, районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра ("Паянхи сас" ятпа тухнине шута илмесĕр) вун пĕрмĕш ертỹçĕ яваплă ĕçе кỹлĕнчĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика